01 марта 2017 г.
Паянхи вĕрентÿ тытăмĕ ачасен социаллă тата уйрăм аталанăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрать. Ку шута шкул çулĕчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсенче профориентаци ĕçне ирттерни те кĕрет.
Вăрнарти «Ручеек» ача садĕнче Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн производство вĕрентĕвĕн мастерĕсем Татьяна Гавриловапа Светлана Казанкова ятарлă заняти ирттернĕ.
Педагогсене аслă ушкăнри ачасем тÿрех тĕрлĕ ыйтупа сырса илнĕ: «Эсир камсем?», «Эсир чăн-чăн поварсем-и?», «Паян мĕн тăвăпăр?». Чи кăсăкли – «Паян эпир мĕнле те пулин çимĕç хатĕрлĕпĕр-и?».
Мастерсем пулăшнипе ачасем пицца пĕçерчĕç. Коржсем çине сăрăпа ÿкернĕн кетчуп сĕрчĕç, эрешлесе кăлпасси, помидор хучĕç, теркăланă сыр сапрĕç. Микрохумлă кăмака чÿречисенчен вĕсем çимĕç пиçессе чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Ачасен савăнăçĕ вĕçĕ-хĕррисĕр пулчĕ.
Ачана пурнăçра тĕллев тупма пулăшасси çăмăл ĕç мар. Тен, çак заняти хăш ачан та пулин чунĕнче повар пулас шухăша çуратрĕ.
Елена ФИЛИППОВА,
аслă воспитатель.