01 марта 2017 г.
Ачасен сывлăхне упрас, çак ĕçе ашшĕ-амăшне явăçтарас, халăхăн йăли-йĕркине сыхласа хăварас тĕлĕшпе Вăрнарти «Ромашка» ача садĕнче интереслĕ те савăнăçлă мероприятисем час-часах ирттереççĕ.
Акă, Раççей çар историйĕн дати – Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн аслă ушкăнри ачасен ашшĕсем тĕрлĕ спорт конкурсĕсенче вăй виçрĕç: «Тĕл перекенсем», «Пĕр ăс лайăх, нумай тата лайăхрах», «Аманнине пулăш» тата ытти те. Уяв ячĕпе юрă-ташă янăрарĕ, сăвăсем вуларĕç. Ачасем ашшĕсене парнесем парнелерĕç.
Çавăн пекех ача садĕнче Çăварние анлă паллă турĕç. Çак уява Тухатмăш, Камитçĕ килсе çитрĕç, ачасене савăнтарчĕç, ăмăртусене хутшăнтарчĕç: «Чи хăвăрт чупакан», «Шăпăр çинче вĕç», «Кам вăйлăрах». Тупмалли юмахсене кĕçĕннисем шĕкĕлчерĕç кăна. Уяв вĕçĕнче пурне те икерчĕпе хăналарĕç. Ачасем тулли те савăнăçлă кăмăлпа ушкăнсене саланчĕç.
Марина НИКИШОВА.