22 февраля 2017 г.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Куба Республикин Раççейри Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Эмилио Лосада Гарсияпа курнăçнă.
Михаил Игнатьев икĕ республика çыхăнăвĕ çирĕппине, Посолăн Чăваш енри визичĕ икĕ енлĕ хутшăнусене хушма хăват парассине палăртнă.
Тĕлпулу хыççăн канашлу йĕркеленĕ. Унта вице-премьер – экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин, культура, вĕренÿ министрĕсем Константин Яковлевпа Юрий Исаев, сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Ананьева хутшăннă.
Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Кубăпа çыхăннă тулашри суту-илÿ çаврăнăшĕ 2016 çулта АПШн 250 пин долларĕпе танлашнине пĕлтернĕ. Унăн шучĕпе, социаллă пурнăçпа экономика çыхăнăвĕсене анлăлатмалли пысăк майсем пур.
Эмилио Лосада Гарсия Чăваш енри предприятисен продукцийĕ Кубăри энергоблоксен строительствинче, ытти проекта пурнăçланă çĕрте кирлĕ пуласси пирки иккĕленмест. Тракторсемпе лифтсен производстви ăна пушшех кăсăклантарнă.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Посола тата Куба делегацине Шупашкарта çĕртме уйăхĕн 23–25-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă экономика форумне йыхравланă. Эмилио Лосада Гарсия Шупашкарта чылай объекта çитсе курнă.