Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир – камсем?

22 февраля 2017 г.

Тĕп хуламăрта – Шупашкарта вăтăр çул ытла пулманччĕ. Тимĕрçкасси ялĕ пуçланса кайнине тĕпчес тĕллевпе çула тухрăм. Малтан район архивне кĕрсе тухма тивнĕ пирки Вăрнар урлă каймалла пулчĕ. Эрне варри пулнă май автовокзалта халăх йышлă марччĕ. Вăхăт çитрĕ те автобуса кĕрсе вырнаçрăмăр. Манăн вырăн шкул ачипе юнашар пулчĕ. Ачана калаçтарас тесе вăл ют мĕнле чĕлхепе вĕреннине пĕлес килчĕ. «Ют чĕлхепе калаçатăн-и?» – акăлчанла тата нимĕçле ыйтрăм унран. Вăл ыйтăва çирĕплетсе пуçа сĕлтсе кăна хуравларĕ. Чăтаймасăр вырăсла: «Мĕнле ют чĕлхе вĕренетĕн?» – терĕм. «Чувашский», – тесе персе ячĕ.

Ахăлтатсах кулса ятăм. Интереслĕ пек туйăнчĕ. Чăваш ачи хăйĕн ашшĕ-амăшĕн чĕлхине ют чĕлхе тесе шутлать. Кам ун ашшĕ, амăшĕ?

– Çак ачан амăшĕ эсир мар-и? – ыйтрăм хамăр хыçра ларса пыракан хĕрарăмран.

Хайхискер çу уйăхĕнчи хĕвел пек çуталса кайрĕ, савăнчĕ пулмалла. Хирпуçĕнчен эпир, терĕ.

Ăш-чик тăвăлса çитрĕ. Мĕнле чăваш вăл хăйĕн пепкине тăван чĕлхене вĕрентес тесе шутламасть пулсан. Чăвашла ашшĕ-амăшĕн вĕрентмелле-çке.

Шкулта вĕреннĕ тапхăр аса килчĕ. Пĕррехинче чăваш чĕлхи вĕрентекене вĕренекен çапларах каласа хучĕ: «Чăваш чĕлхи ялтан тухсан никама та кирлĕ мар». Пурнăç вара тăван чĕлхене сивлекенскерне вырăна лартрĕ. Хайхискер чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен пулса тăчĕ. Аслă пĕлÿ илнĕ вĕрентекен мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех шкулта ĕçлерĕ. Чăваш чĕлхиех ăна усрарĕ, çитерчĕ, тумлантарчĕ...

Мĕншĕн чăваш чĕлхине хурламалла? Чăвашла вулама, çырма пĕлни халăх культурине, историне, литературине тарăн ăнланма пулăшать. Çыннăн тавракурăмĕ аталанать, пуянланать. Аякка кайма кирлĕ мар. Акă, кÿршĕллĕ Тутарстанах илер. Вĕсем хăйсем патĕнче тăван чĕлхепе кăна калаçаççĕ. Тутарла пĕлмен çынпа кăна вырăсла калаçаççĕ. Пасарта тутар чăвашла та, тутарла та, вырăсла та пуплет. Эпир вара ялтан тухсанах вырăсла пĕли-пĕлми пакăлтатма пуçлатпăр. Хамăрăн Вăрнарта та çавнашкалах. Магазинта-и,  учрежденире-и, урамра-и – пурте вырăсла сÿпĕлтетеççĕ. Чăвашла калаçсан намăс пулать-ши? Паллах, вырăсла лайăх пĕлместĕн пулсан калаçма йывăр. Чăваш вăл Мускавра та чăвашах. Хамăра вырăссем хушшинче вырăс пек тыткалама хăтланатпăр пулсан та пулсах пĕтмест. Аннене аса илетĕп. Унпа Вăрнара каяс пулсан манăн тăлмачă пулма тиветчĕ – вăл вырăсла ăнланмастчĕ. Виçĕ-тăватă вырăс сăмахĕ кăна пĕлнĕ. Хăйне те вырăссем хушшинче йывăр пулни çинчен каласа кăтартатчĕ.

Халĕ ялти çамрăксем те ачисене мĕн пĕчĕкрен вырăсла вĕрентеççĕ. Çавăнпах пуль ачисем вырăсла та, чăвашла та йĕркеллĕ калаçаймаççĕ.

Мана вырăссем хушшинче пурăнакан хăшпĕр чăвашсем тĕлĕнтереççĕ. Акă, Норильскра 20 çул ытла ĕçлесе пурăннă çын чăвашла ялти çынсенчен таса та тĕрĕс калаçать. Унăн калаçăвне итлесе тăранаймастăн, татах калаçтарас килет. Тепĕр тĕслĕх. Эпĕ кÿршĕ ялта пурăннă Нина Викторовнана аса илетĕп. Вăл, вырăс хĕрарăмĕ, Улатăртан Туçи Çармăса качча килнĕскер, чăвашла пирĕнтен темиçе хут лайăх калаçнă. Эпир сăмаха урăхлатсан, яланах тÿрлететчĕ. Пире, чăвашсене, намăсчĕ. Петĕр Хусанкай сăвви яланах кăсăклантарать. Вăл хăй чăваш пирки мăнаçлăн çапла çырнă: «Эпир пулнă, пур, пулатпăр». Анчах малалла та çакăн пекех пулсан эпир, чăвашсем, пулаятпăр-ши? Иккĕленмелле.

Пĕррехинче автобусра пĕрле ларса пыракан çамрăксен ушкăнне чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕ пирки ыйту патăм: «Чăваш чĕлхи пире кирлĕ-и е кирлĕ мар?» Ушкăнри хĕрупраç çапларах хуравларĕ: «Пире такой тупой вопроссем задавать туса ан ларăр». Мана ытти çынсем умĕнче çав тери намăс пулса кайрĕ, пит пиçсе çитнĕ помидортан та хĕрлĕрех пулчĕ пулмалла. Чăваш пулнă пирки эпĕ хăпартланатăп кăна.

Совет тапхăрĕнче мана марксизм-ленинизм университетне вĕренме ячĕç. Хăна çуртĕнче Улатăр вырăсĕсемпе пĕрле пурăнмалла пулчĕ. Вĕсем мана Турă вырăннех хуратчĕç. Малтан çитсен хăна çуртĕнче пÿлĕм йышăнатчĕç, апат çиме кайсан мана валли чи малтан илетчĕç. Вĕсем мана ăслăрах тенĕ-ши – пĕлместĕп, анчах эпĕ икĕ чĕлхепе калаçма пултарнăшăн тĕлĕнетчĕç, хисеплетчĕç. Чăваш çыннисем çĕр çинче пур кĕтесре те пурăнаççĕ. Анчах эпир хамăрăн тăван чĕлхене упраса хăварас вырăнне ăна пăрахăçа кăларас тесе тăрăшатпăр мар-и?

Василий ИВАНОВ.

Тимĕрçкасси.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика