22 февраля 2017 г.
Çак шухăша Вăрнарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн директорĕ Владимир Иванович Малов ахальтен каламарĕ. Юлашки çул пĕр çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме самаях чупма тивнĕ. Тĕллевĕ аван – ача садĕнче те пултарулăх «лаççине» уçасси.
Ача садне палăртнă ĕнтĕ, вăл – Вăрнарти «Ручеек». Ĕç-хĕле пурнăçлама лицензи илнĕ. «Умные дети» программа 5 çултан аслăрах ачасем валли, виçĕ направление пĕрлештерет. Владимир Иванович пĕлтернĕ тăрăх, укçа-тенкĕ уйăрма тытăнсан вăл сентябрьтен ĕçлесе каймалла.
– 2020 çул тĕлне Раççей çамрăкĕсен 75 процентне хушма пĕлÿпе явăçтарма палăртнă. Çак тĕллеве пурнăçласа эпир кăçал çичĕ вĕренÿ организацийĕнче хамăр ушкăнсене уçрăмăр. Санарпуçĕнче роботехникăна, Туçи Мăратра шашкăпа шахмат, Çĕрпелте кадет юхăмне, Кÿстÿмĕрте халăх ремеслине аталантарасшăн, – пĕлтерчĕ Владимир Иванович.
Паянхи куна ача-пăча пултарулăх çуртне 581 ача çÿрет. 23 пĕрлешÿ, 31 ушкăн ĕçлет. Вĕсене занятисем ирттерме, аталанма хăтлă условисем туса парас тĕллевпе юлашки çулта сахал мар ĕç пурнăçланă. Витĕр вĕрекен чÿречесене пластикпа улăштарнă, электропроводкăна, светильниксене çĕнетнĕ. Территорие çутăпа, видеоасăрхав камерисемпе тивĕçтернĕ, пушар сигнализацине улăштарнă. «Забавные краски» пĕрлешÿ валли сĕтел-пукан, мольбертсем туяннă.
Коллектива паян вунпĕрĕн пĕрлешнĕ, ытларахăшĕ çамрăксем. Директор вĕсем вĕренекенĕсемпе пысăк çитĕнÿсем тунине палăртрĕ. Владимир Петровăн воспитанникĕсем – çамрăк ЮИДовецсем – республикăра яланах малта пыраççĕ. Людмила Порфирьеван вĕренекенĕсем «Йывăç ларт та ăна упра» республика акцийĕнче хăйсен плакачĕсемпе палăрнă. Елена Шарипова ертсе пыракан «Краевед» ушкăн республика экспедицийĕнче 3-мĕш вырăн йышăннă, унта çÿрекен ачасем Аслă Çĕнтерĕве халалланă конкурссен çĕнтерÿçисем пулса тăнă. Николай Есенцевăн воспитанникĕсем сĕтелçи теннисра çĕнтерĕве алăран ямаççĕ.
Анчах директора шухăшлаттаракан ыйтусем те пур. Пĕрремĕш – туризм спорчĕ валли инвентарь çитменни. Çакна пулах ĕнтĕ Вăрнарти шкул Чăваш ен Пуçлăхĕн Кубокĕшĕн пыракан спартакиадăра «0» очко кăна илеет. «Ту тата шыв туризмне тем пекех аталантарасшăн. Ку енĕпе специалист та пур – Вăрнарти 1-мĕш шкул физкультурникĕ Евгений Васильевич Игнатьев. Вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕпе Маргарита Тихоновапа калаçрăмăр. Пулăшасса шанатпăр», – пĕлтерет Владимир Иванович.
Светлана ЧИКМЯКОВА.