22 февраля 2017 г.
Вăйă пистолечĕпе, хĕçпе е автоматпа выляса-чупса çÿрекен арçын ачана кам курман пулĕ. Енчен те Тăван çĕршыва хÿтĕлеме, хăйĕншĕн тата вăрă-хураха хирĕç тăма пултаракан чăн-чăн арçын çитĕнтерес тесен ачана пăшал çинчен пĕлни кирлех. Кашниех вăрçа тата чĕр-чунсен вĕлерĕвне хирĕç пулин те, пирĕнте темскер, хĕç-пăшал çине пăхса килленме туртаканни, пурах.
Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен уявĕ умĕн тата массăллă хÿтĕлев тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕн йĕркипе килĕшÿллĕн Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссарĕ Владимир Валентинович Венедиктовпа Пĕтĕм Раççейри «Боевое братство» обществăлла организацин Вăрнарти уйрăмĕн пуçлăхĕ Олег Леонидович Никитин пуçарăвĕпе Вăрнарти 1-мĕш шкулта хамăр çĕршывра туса кăларнă хĕç-пăшал куравĕ йĕркеленĕ. Куравра хĕç-пăшалăн малтанхи тĕслĕхĕсем пулин те, вĕсем пурне те – шкул ачисене те, вĕрентекенсене те, уйрăмах хĕç-пăшал енне туртăнакан арçын ачасене – тыткăнларĕç. Самаях пысăк та йывăр экспозицисене тытма, вĕсемпе çывăхрах паллашма тата вĕсем çинчен специалистран кирлĕ информаци илме май пулчĕ. Курава «Максим» пулеметăн 1910 çулхи тĕслĕхне, рота пулемечĕн 1946 çулхи тĕслĕхне, Дегтярев системин рота алă пулемечĕн 1926 çулхи тĕслĕхне, Судаев пистолет-пулемечĕн 1943 çулхи тĕслĕхне тата ытти те – хĕç-пăшалăн 10 тĕслĕхне тăратнă.
Людмила Алексеева.