Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай ачаллисемпе – уçă калаçу

18 февраля 2017 г.

Пирĕн районта нумай ачаллă çемьесем 570,  вĕсенче 1849 ывăл-хĕр çитĕнет. 43 çемье хăйсен хÿтлĕхне ют çемьери 62 ачана илнĕ.

Тунтикун Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕпе Сергей Павловпа, район ертÿлĕхĕпе – Геннадий Спиридоновпа тата Леонид Николаевпа  ирттернĕ тĕлпулăва чĕннĕ пилĕк çемьерен кашниех хăйнеевĕрлĕ, кашниех ачасене воспитани парассипе те, обществăла ĕçсене хутшăнассипе те паха тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсем – Хурăнсур Çармăсри Кузьминсен, Мăньял Хапăсри Тикиневсен, Мăн Элменти Мураковсен, Вăрнарти Спиридоновсен, Туçи Çармăсри Марковсен çемйисем.

Екатерина Варсонофьевнапа Анатолий Ефремович  Кузьминсем вунă ачаллă пулса тăнин историне вунпилĕк çул каяллах çырнăччĕ. Ун чухне усрава илнĕ ултă ача халĕ  ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ, хăшĕсем хăйсем те çемьеллĕ.  Чылай йывăрлăхпа кĕрешме тивнĕ пулин те Кузьминсем пĕтĕм ачине пĕр пек юратса пăхса ÿстернĕ. Ултă ачине аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Вĕсен халĕ 12 мăнук. Уявсенче, канмалли кунсенче тăван киле 30-ăн пухăнаççĕ.

Мăн Элменти Елена Васильевнапа Владимир Федорович Мураковсем те икĕ усрав ачашăн тăван ашшĕ-амăшĕ вырăнне пулса тăнă. Хăйĕн ачисем виççĕ. Владимир профессипе – агроном. Виçĕмçул вăл хăйĕн фермер  хуçалăхне йĕркеленĕ. Пĕлтĕр 1 млн ытларах тенкĕлĕх грант выляса илнĕ. Елена Васильевна  вырăнти клуб заведующийĕ. Ял çыннисем валли кăсăк  мероприятисем хатĕрлет. Вĕсен çемйине сцена çинче яланах хапăл туса йышăнаççĕ. Мураковсем 20 пуç ĕне-выльăх тытаççĕ, 30 гектар çĕрпе ĕçлеççĕ.

Вăрнарти Спиридоновсем – медицина çемйи. Владимир Петрович васкавлă пулăшу службин фельдшерĕ. Елена Михайловна – район тĕп больницин медицина сестри. Анжелика хĕрĕ те ашшĕ-амăшĕн çулĕпе кайнă, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче вĕренет. Йĕкĕрешсем – Владиславпа Святослав – 6-мĕш класа çитнĕ. Çемье спорт ăмăртăвĕсене тăтăшах хутшăнать. Владимир Петрович та, унăн ывăлĕсемпе те хитре сăвăсем çыраççĕ.

Туçи Çармăсри Марковсем вара педагогсем. Сергей Иванович – физкультура, Ольга Васильевна – чăваш чĕлхипе литература учителĕ. Кăçал вĕсем çемье çавăрнăранпа 20 çул. Куç тулли хĕрĕсем виççĕ. Марковсем те спортпа питĕ туслă. ,çтешсен, вĕренекенсен, ял-йыш хисепĕнче.

Влаç представителĕсем  тĕслĕхлĕ çемьесене тав турĕç.

Тикиневсем пирки тĕплĕнрех – 3-мĕш страницăра.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика