18 февраля 2017 г.
Юнкун Пĕрлехи информаци кунĕн йĕркипе ялсенче, ĕç коллективĕсенче иртнĕ тĕлпулура район çыннисен те влаç представителĕсене хăйсене хумхантаракан ыйтусене пама май пулчĕ.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев Калинино тата Вăрнар хула поселенийĕнчи халăхпа тĕл пулнă.
Пăртас ял тăрăхĕнче те анлă та çивĕч калаçу пычĕ. Информаци кунĕн темисене пĕтĕмлетнĕ май, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Вячеслав Горбунов пăртассене малалла пăхса ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Ыттисенчен вĕренсе пымаллине аса илтерчĕ.
– Кашни ялта, кашни çырмара çÿп-çап выртать. Çакă пирĕн культура шайĕ чакса пынине çирĕплетет. Аса илĕр-ха, маларахри çулсенче ун пекки пулман. Халĕ çÿп-çап миххисене тухса пăрахаççĕ те хăйсен килĕнче таса тесе шутласа пурăнаççĕ. çакă вĕсен нишлĕхне кăна çирĕплетсе парать, – терĕ вăл, Экологи çулталăкĕ пулнă май, ку ыйту çине ытларах тимлĕх уйăрма сĕнсе.
Вячеслав Анатольевич район аталанăвĕ çинче те чарăнса тăчĕ. Ун ырлăхĕшĕн пурне те пĕрле ĕçлеме чĕнсе каларĕ.
Пăртас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Петров юлашки тапхăрта тунă ĕçсем пирки каларĕ. Ял çыннисен ун патне чылай ыйту пулчĕ. «Вăрнар–Пăртас» автоçул çинче Пăртас ялне палăртакан указатель мĕншĕн çук?» – кăсăкланчĕç çынсем. Вырăнти пуçлăх ку ыйтăва тимлĕхе илме шантарчĕ, çавăн пекех вăл Çимĕкчен яла пăрăнса кĕнĕ çĕрте «Я люблю Буртасы» текен палла вырнаçтарассине пĕлтерчĕ.
Вырăнти депутат Виталий Николаев ялта футбол тусĕсем нумайланса пынине, кунта турнирсем иртнине кура стадиона хăтлăх кĕртме укçа-тенкĕ çитменни пирки пăшăрханса калаçрĕ. «Район бюджетĕнче нимĕнле те пăхма пулмасть-ши?» – терĕ вăл.
Пăртассем çавăн пекех çамрăксен канăвне тивĕçлĕ йĕркелесси, шкулти спортзала ял çамрăкĕсем валли те уçă курассишĕн, шкулта спортинвентарь çителĕксĕрришĕн, çаксем ку тăрăхра преступноç ÿсни çине пысăк витĕм кÿнишĕн питех пăшăрханаççĕ. Ку тĕлĕшпе пĕри те тепри ыйтусем пачĕç.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, шел те, пăртассен пĕрлешÿлĕх енĕпе ытлашшиех мухтанмалли çуккине палăртрĕ. Субботниксене пурте тухасшăн мар. Çавăнпа та вăл ял малашлăхĕшĕн вăрçса мар, пурне те пĕрлешсе ĕçлеме чĕнсе каларĕ.
Полицин «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕн помощникĕ Лилия Забирова ял çыннисене, уйрăмах ватăсене, мушенниксенчен сыхланма ыйтрĕ. Палламан çынсене – тавар сутса çÿрекенсене, юмăç яракансене, ыттисене – ĕненмелле мар терĕ. «Пĕлмен СМСсене те уçмалла мар. Выльăх пуçтарса çÿрекенсен укçисене лайăх тĕрĕслемелле. Юлашки вăхăтра вĕсем ватăсене прикол-укçасем тыттарса хăварнă тĕслĕхсем пулнă», – терĕ вăл.
Çавăн пекех вĕрентÿ ĕçченĕсене ачасене харпăр хăй япалисем тĕлĕшпе тимлĕ пулма вĕрентмеллине астутарчĕ.
Раççей МЧСĕн Чăваш енри Тĕп управленийĕн Вăрнар районĕнчи асăрхав ĕçĕ-хĕлĕн пайĕн пуçлăхĕн Александр Шурдеевăн та асăрхаттаруллă калаçу пулчĕ. Иртнĕ çулхи тата кăçалхи пушарсене тĕпченĕ май, вĕсен ытларах пайĕ уйрăм çуртра тухнине каларĕ вăл. Нумай чухне электроприборсемпе тĕрĕс усă курманнипе тата хăйсем тĕллĕн ăсталанă приборсемпе усă курнипе.
– Юлашки вăхăтра мунчасем нумай çунаççĕ, асăрхăр, киввисем мар, вĕр çĕннисем. Мĕншĕн тесен çынсем кăмакасене, тĕтĕм çулĕсене (вĕсене пăхмасăр, нумай чухне – вентиляци валли палăртнине çеç туянаççĕ) тĕрĕс мар вырнаçтарнипе инкек тÿсеççĕ, – терĕ вăл,
Çавăнпа та правилăсене çирĕп уясси пирки тепĕр хут асăрхаттарчĕ. Хăйсем çине хунă çĕнĕ тивĕç пирки те аса илтерчĕ – малашне ку тытăм усă курман çĕр пайĕсене те çирĕп тĕрĕслесе тăрĕ.
Светлана Чикмякова.