18 февраля 2017 г.
Юлашки икĕ уйăхра тракторсем тăвакан заводăн йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăвĕсене татса пама 3, 7 млрд куçарса панă. Кун пирки виçĕмкун Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн сессийĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтернĕ. Чăваш Республикинче вырнаçнă «Трактор завочĕсем» Концерн предприятийĕсем чăннипех те йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ ыйтăва республика Правительстви куçран вĕçертмен.
«Социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйту яланах пире пăшăрхантарать. Вĕсене пысăк тимлĕх уйăратпăр. Заводра 8,2 пин çын ĕçлет. Пирĕн вĕсене йывăрлăхпа куçа-куçăн хăварма нимĕнле ирĕк те çук», – тенĕ Михаил Игнатьев. «Тракторсем тăвакан заводăн шăпине Раççей Президенчĕ Владимир Путин кулленех тĕрĕслевре тытать. РФ Правительствин Председателĕ – ВЭБăн сăнав фончĕн председателĕ Дмитрий Медведев та ыйтăва куçран вĕçертмест. 2016 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа килнĕ чухне йывăрлăх пирки ăнлантарса патăм», – тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăснă май. Хальхи вăхăтра йывăрлăхран кăларма пулăшакан уйрăм ятарлă мерăсем йышăннине пĕлтернĕ. Паянхи куна производствăна çĕнетсе вăй илтерсе ярас ыйту пирки калаçу пырать. Таварсен çаврăнăшне ĕçлеттерсе яма 1,9 млрд кредит тивĕçтерме килĕшÿ тăваççĕ.
Чăваш Республикин Экономика министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çитес вăхăтра завод 7 млрд ытла тенкĕлĕх таварсем калăплама палăртать, ĕç хучĕсене те алă пусса çирĕплетнĕ.