18 февраля 2017 г.
Февралĕн 20-мĕшĕнче Çĕрпел ял тăрăхĕнчи чи паллă çынсенчен пĕри, ку ялта аслă пĕлÿ илнĕ учительсенчен, тен, пĕрремĕшĕ – Валентина Матвеевна Горбунова-Матвеева – 100 çулхи юбилейне паллă тăвать.
Вăл Çĕрпÿ районĕнчи Пустрикасси ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ те, амăшĕ те – тăлăхсем, питĕ ĕçчен, çĕнĕлĕх енне туртăнакан çынсем пулнă. 8 ача ÿстернĕ, пурне те аслă пĕлÿ панă. Çав вăхăтрах пÿрт-çурт çавăрнă, республикăри чи паллă садсенчен пĕрне çитĕнтернĕ.
Матвей Гордеевич Гордеев – Республикăн тава тивĕçлĕ пахчаçи. Çемье сăнÿкерчĕкĕ Шупашкарти краеведени музейĕнче çакăнса тăнă. Амăшĕ – Клавдия Васильевна Васильева – 4 çул вĕреннĕ. Ун чухне, революци хыççăн, ку пысăк пĕлÿ. Вăл шкулта ачасене вĕрентнĕ, упăшкипе пĕрле хăйсен ачисене çутçанталăка туйма хăнăхтарнă.
Валентина, çемьери чи асли, ялти, Иккасси шкулĕсенче пĕлÿ илнĕ. 1934–1939 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче биологипе хими факультетĕнче вĕреннĕ. Алла диплом илсе Вăрмар шкулĕнче биологипе хими учителĕнче ĕçлеме тытăннă, кĕçех качча тухнă та 1940 çулта Шăмăршăна, упăшки ĕçленĕ çĕре, куçнă, унта та учитель ĕçĕнче тăрăшнă. Кĕçех Ира çуралнă, мăшăрне вара Шупашкара Шалти ĕçсен министерствине чĕнсе илнĕ. Хĕлле пÿлĕмре шыв та шăнса ларнăран Валентина Матвеева амăшĕ патне яла таврăннă.
Ачи виçĕ уйăха çитсен çамрăк учительница министерствăна кайса ĕçе вырнаçтарма ыйтнă. Ун чухне вĕрентÿ министрĕн çумĕнче Анатолий Степанович Отачкин – Çĕрпел çынни пулнă, кунти 7 çул вĕренмелли шкулта химипе биологи учителĕ çуккине пĕлтернĕ. Вăл Валентина Матвеевнăна тăван яла килсе ăна хăйсен кÿрши патне хваттере вырнаçтарса хăварнă. Çапла 1941 çулхи январьте Валентина Михайловнан пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланнă. Ун аллинче пур ĕç те вĕресе тăнă. Вăл шкулта та, обществăлла ĕçре те хастар пулнă.
Вăрçă пуçлансан кăнтăрла – шкулта, уроксем хыççăн тата çĕрле – колхозри ревизи комиссийĕн председателĕ. 1942 çулта Валентина Матвеевнăна завуч ĕçне шанса параççĕ.
Ун мăшăрне куçĕсем чирлипе вăрçа илмен. Вăл Етĕрнери ача çурчĕн директорĕ пулнă, арăмĕпе ачи патне хăнана çеç килме пултарнă. 1945 çулта Тамара çуралать, анчах та çемье арканать – иккĕшĕ пĕр-пĕринчен аякра ĕçлени ырă тумасть. Кулянса ларма вăхăт пулман. Ĕçĕ мăй таран: уроксем, ревкомисси, шкул пахчишĕн те биолог яваплă. Çĕрпел шкулĕн сачĕпе пахчи районта чи чаплисен хушшинче пулнă. Валентина Матвеевна çамрăк натуралистсен кружокне те ертсе пынă. Шкулăн кролик ферми пулнă, унта чĕрчунсене пăхма ачасене вăлах вĕрентнĕ.
1950 çулсен пуçламăшĕнче Валентина Матвеевна Порфирий Яковлевич Горбуновпа пĕрлешнĕ. Горбуновсем яланах хурт-хăмăр тытнă. 1959 çулта биолог-химика шкул утарĕшĕн те яваплăха хушса панă.
Ачасемпе мĕн чухлĕ йывăç лартнă, мĕн чухлĕ чечек, пахча-çимĕç, улма-çырла ÿстермен-ши! Кун çинчен шкулти приказ кĕнекисем лайăх каласа параççĕ. Мĕншĕн кăна тав туман-ши ăна приказ çырса! Патшалăх наградисем те пур: Халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ, «,çре палăрнăшăн» медаль тата ыттисем те.
1958 çулта А.С.Отачкин тăрăшни-пулăшнипе Çĕрпелте вăтам шкул уçăлать, вара Валентина Матвеевнăн тĕп предмечĕ хими пулса тăрать. Хăй каланă тăрăх, вăрçă ачисем – 30-мĕш çулсенче çуралнисем – питĕ вĕренесшĕн пулнă, ачапчаллă пулсан та каçсерен вĕренсе аттестатсем илнĕ, институтсене кайнă. Н.И.Ванюшин, Д.Ф.Иванов, П.И.Владимиров тата ыттисем институт е техникум пĕтерсе чаплă специалистсем пулса тăрăшрĕç, районта паллă çынсем пулчĕç.
Кăнтăрлахи шкулта вĕренекенсем вара вăтам шкул хыççăн Хусана, Мускава, Ленинграда тата ытти хуласене аслă пĕлÿ илме ăнтăлнă. Ăçта кăна ĕçлемеççĕ пулĕ халь вĕсем.
Валентина Матвеевна урокĕсенче шăна вĕçни илтĕннĕ, вăл куçпа пăхса чи чарусăр ачасене итлеттернĕ. Пĕр лаборатори ĕçне те ирттермесĕр хăварман. Эпир химине учебник тăрăх вĕренмен – Валентина Матвеевна каласа панине çырса пынă, çав конспект тăрăх вĕреннĕ.
Мĕн тĕрлĕ опыт кăтартман-ши ачасене пирĕн химик. Уйрăмах арçын ачасем интересленетчĕç вĕсемпе, хăйсем туса пăхма тăрăшатчĕç. Астăватăп, 1970 çулта шаймăксем реактивсем тупнă та опыт тăвас тенĕ – куç харшисемпе çамка çинчи çÿçĕсене çунтарса янăччĕ. Анчах шăннă пăр ăшĕнчи газа та çунтарасшăнччĕ ачасем. Алхимиксем тесе кулаттăмăр вĕсенчен.
Валентина Матвеевна хăй çине урокра кислота сирпĕнсен часрах киле тухса чупнине те каласа панăччĕ. Хваттере çитиччен кĕпи ирĕлсе кайнă, ачисем вара нимĕн те ăнланса юлайман. Вăл вара ачасене хăрушсăрлăх правилисене çирĕпрех вĕрентме тытăннă.
Химипе уйрăмах интересленекенсем кашни çулах хими каçĕнче опытсем кăтартатчĕç. Мĕнле мăнаçланатчĕç вĕсем ун чухне.
Валентина Матвеевнапа унăн 2-мĕш мăшăрĕ Порфирий Яковлевич Горбуновсем 4 ачине те ура çине çирĕп тăратнă. Ираида Георгиевна малтан троллейбус водителĕнче, кайран страхагентра ĕçленĕ. Халĕ вăл 76 çулта, амăшĕ хĕлле унпа пурăнать. Тамара Георгиевна 71 çулта, амăшĕ пекех химипе биологи факультетне пĕтернĕ, ĕç стажне Çĕрпел шкулĕнче пуçланă, кайран ял хуçалăх институтĕнче, садикре тăрăшнă. Полина Порфирьевна 1976 çулта ял хуçалăх институтĕнче агроном дипломне илнĕ, 62 çула çитиччен хăйĕн специальноçĕпе ĕçленĕ. Лева Байконур космодромĕнче службăра тăнă хыççăн водительте ĕçлет.
Валентина Матвеевнăн 8 мăнук, 10 кĕçĕн мăнук тата мăнукĕсен 2 ачи. Ун вĕренекенĕсем хушшинче химипе биологи факультетне пĕтернисем те чылай: Елена Артемьевна Горбунова – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Николай Фалалеевич Ваганин – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экологĕ, агрегат заводĕнче ĕçлет...
Шупашкарти пединститутра, ялхуçалăх институтĕнче, университетра вĕреннисемсĕр пуçне Хусанти химипе технологи, медицина, авиаци институчĕсенче вĕреннисем – теçеткешер.
Çамрăк специалистсен наставникĕ те пулнă вăл. Ун патне çулсерен пединститут студенчĕсем практикăна килнĕ.
1971 çулхи августăн 15-мĕшĕнче хисеплĕ учитель, шкул завучĕ В.М.Горбунова-Матвеева пенсине кайнă. Килте хурт-хăмăр пăхнă, садра-пахчара тăрăшнă, мăнукĕсемпе вĕсен ачисене ÿстерме пулăшнă, ял-йыш ун патне час-часах канаш ыйтма çÿренĕ. Куçăмсăр вĕренекенсем те канăç паман.
Валентина Матвеевна халĕ те пулни-иртнине каласа парать, пурне те паллать, пÿртре хăех çÿрет, пахчана та тухать...
Валентина Матвеевна, эсир вĕрентнĕ çĕршер ача сире сумлă юбилей ячĕпе чĕререн саламлать, тата нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунать. Таймапуç сире, юратнă вĕрентекенĕмĕр!
Эсир вĕрентнĕ пĕтĕм ачасен ячĕпе –
1972 çулта шкул пĕтернĕ
Зоя Федорова (Никифорова).