18 февраля 2017 г.
2016 çул хыçа юлчĕ. Халĕ пĕлтĕрхи çула та пĕтĕмлетме вăхăт. Çавна май, вырăнти ĕç-хĕлпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе Аçăмçырми ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Олег Петровпа курса калаçрăм.
– Олег Валентинович, эсир хăвăр ĕçпе кăмăллă-и? Çулталăк пуçламăшĕнче палăртнă тĕллевсене çĕнĕ çула кĕриччен пĕтĕмпех пурнăçлама пултартăр-и?
– Эп ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче пĕрремĕш çул ĕçлеместĕп. Опыт тени те пур. Çакă мана яваплă ĕçре чылай пулăшать. Пĕтĕмĕшле илсен, пĕлтĕр мĕн палăртса хунине чылайăшне пурнăçа кĕртрĕмĕр. Акă Аçăмçырми ялне йĕпе-сапара техникăпа кĕрсе тухма кансĕрччĕ. Çавна шута илсе урамри çула вак чул сарса хытартăмăр. Çавăн пекех Мăн Хирлеп ялĕнчи урама та йĕркене кĕртрĕмĕр, унти çула тикĕслерĕмĕр. Аçăмçырми культура çурчĕн тăррине юсама май килчĕ. Асăннă ĕçсене пурнăçлама район администрацийĕ те пысăк пулăшу кÿчĕ. Района ертсе пыракансене пире ăнланнăшăн тав сăмахĕ калас килет. Кăçал та тумалли ĕçсем пур. Ял тăрăхĕн администрацийĕн тĕллевĕ вăл – ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси. Çавăншăн куллен тимлетпĕр те эпир.
– Çу кунĕсенче уя тухсан тырă пусси чÿхенсе ларнине курсан чĕре савăнăçпа тулать. Сирĕн ял тăрăхне кĕрекен çĕрсем хăйсен хуçисене тупнă-и? Пушă выртмаççĕ-и вĕсем?
– Çĕрпе туллин усă куратпăр. Тĕрлĕ хытхура ашкăнакан уй епле майпа-ха тупăш патăр? Çавăнпа та çĕр çинче мĕн те пулин туса илмелле. Чăн та, темиçе çул каялла пирĕн территоринче «Строитель», «Искра», «Новый путь» хуçалăхсем пулнă. Шел пулин те, халĕ вĕсем çук. Апла пулин те асăннă хуçалăхсем тахçан усă курнă çĕрсем пушă выртмаççĕ, вĕсемпе Вăрнарти аш-какай комбиначĕ усă курать.
– Çĕнĕрен фермер ĕçне кÿлĕнекенсем тупăнаççĕ-и? Килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă тытакансем пур-и?
– Пытармалли çук, çĕнĕрен фермер ĕçне кÿлĕнекенсем курăнмаççĕ. Йывăрлăхран хăраççĕ-и – калама çук. Çапах та Йăлтăм ялĕнчи Александр Иванова асăнмасăр хăварас килмест. Унăн кил картишĕнче выльăхсен йышĕ пĕчĕк мар. Арçыннăн ĕмĕт-тĕллевсем çутă, выльăхсен хисепне çулсерен ÿстерсе пырса фермер та пулса тăрасшăн. Пирĕн ял тăрăхĕн территорине вунпĕр ял кĕрет те, кашнинчех выльăх-чĕрлĕх тытакансем пур. Хăшĕсем ултă-çичĕ ĕне те усраççĕ. Пăрушĕсене те пăхса çитĕнтереççĕ. Çу каçипе выльăх валли апат нумай хатĕрлемелле пулин те ĕçрен хăрамаççĕ, хĕл каçарма çителĕклех янтăлаççĕ. Кăçал сĕт хакĕ пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Çакă ял çыннисене хавхалану хушать, мĕншĕн тесен тупăшĕ те пулать-çке. Ман шутпа, сĕт хакĕ тĕлĕшпе лару-тăру улшăнмасан выльăх-чĕрлĕх усрама кăмăл тăвакансем татах та тупăнĕç. Хăшпĕрисем Мускав тăрăхне ĕçлеме каяççĕ, анчах чылай чух каялла пушă кĕсъепе таврăнаççĕ. Ют вырăнта аякри çынна никам та кулачпа кĕтсе илмест çав. Унта-кунта çÿресе нуша курнисем вырăнтах ĕçлесе пурăнасшăн. Çавăнпах ĕнтĕ ĕне е сурăх туянаççĕ. Вĕсене пăхса усраççĕ.
– Сирĕн ялсенче пурăнакансемпе час-часах курнăçса калаçма тивет. Çынсем тĕлпулусенче ытларах мĕнлерех ыйтусем хускатаççĕ?
– Ĕç вырăнĕ кирлĕ теççĕ. Ялсенчи урамсенче хытарнă çул тума ыйтаççĕ. ,ç пирки калас пулсан, Малтикас Ялтăрара пысăк выльăх-чĕрлĕх комплексĕ пур. Унта ĕçлеме вырнаçаççĕ-ха, анчах та хăшĕсем темиçе уйăхранах кайма пăрахаççĕ. Йывăрлăха чăтаймаççĕ иккен. Çăмăл ĕç кирлĕ вĕсене. Анчах ăна таçтан тупса памалла? Çемйипех килте пурăнакан пуррине те пытармастăп. Унашкаллисем выльăх-чĕрлĕх усрама та юратмаççĕ вĕт. Мĕнле пурăнаççĕ – çакă хытах тĕлĕнтерет.
– Ял-ял витĕр тухнă чух урамсенче тасалăх хуçаланнине курма пулать-и? Кил умĕсене çу кунĕсенче тирпейлĕхре тытаççĕ-и?
– Тасалăхпа тирпейлĕх çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Йăлари каяшсене илсе тухма Вăрнарти «Водоканалпа» килĕшÿ тунă. Кăçал ку организаци çÿп-çапа пуçтарма михĕпе те тивĕçтерет. Шел пулин те, килĕшÿ тума хирĕçлисем те тупăнаççĕ, ĕлĕкхиллех пуçтарăнса кайнă кирлĕ мар япаласене çырмана пăрахасшăн. Ял тăрăхĕн администрацийĕ вара çакна хирĕç. Çавăнпа та хăшпĕр уйрăм çынсемпе ăнлантару ĕçне вăйлатма тивет. Юрать-ха, ялсенче тирпейлĕхпе тасалăха тĕпе хурса пурăнакансем чылайăн. Вĕсем çурт умĕнчи картара илемлĕ чечексем лартса çитĕнтереççĕ, кил çывăхĕнчи хытхурана ашкăрма памаççĕ. Хапхасене те çĕнĕ тĕс кĕртеççĕ.
– Хĕл кунĕсенче ял çыннисемшĕн пушă вăхăт нумай. Килте каçсерен телевизор та пăхса йăлăхатăн. Культура учрежденийĕсем мĕнпе те пулин илĕртме пултараççĕ-и?
– Ял тăрăхĕн территорийĕнче 4 культура учрежденийĕ тата 3 библиотека. Вĕсенче çутă та таса. Пурне те çутçанталăк газĕпе ăшăтаççĕ. Культура ĕçченĕсене хурламастăп, тивĕçе ăнланса ĕçлеççĕ, ял халăхĕ валли тĕрлĕ кану мероприятийĕсем йĕркелеççĕ. Спектакль те, концерт та хатĕрлеççĕ. Çавна май ялсенче пурăнакансене те хăйсем патне явăçтараççĕ. Чăрăшкас Хирлеп культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕн ĕç-хĕлне уйрăмах палăртма кăмăллă. Кашни çул сцена çине пĕр-пĕр çĕнĕ спектакль кăлараççĕ. Вырăнта лартса панипе çеç çырлахмаççĕ, çывăхри ялсене те çитсе килеççĕ, çавăн пекех район тата республика шайĕнчи театр фестивалĕсене хутшăнса дипломсем çĕнсе илеççĕ. Культура вучахне сÿнме памăпăр, ÿлĕмрен те ялкăшса тăрасси пирки иккĕленместĕп. Клуба халăх туртăнма пăрахсан ял пурнăçĕ те тĕссĕрленет.
Юрий КОРНИЛОВ калаçнă.