Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă тĕслĕхпе – пысăк çитĕнÿсем патне

18 февраля 2017 г.

Пирĕн районта спортпа чăннипех те çывăх, профессионаллă туслă çемьесем сахал мар. Вĕсем хушшинчен манăн пĕрне – Мăньял Хапăсри Тикиневсен нумай ачаллă çемйине – уйрăммăн палăртас килет. Йĕлтĕрпе чупассипе, нумай енлĕ спорт кĕрешĕвĕнче – республикăн пĕрре мар çĕнтерÿçи, Республикăри хĕллехи ял спорт вăййисен çĕнтерÿçи, «Чăваш енри çулталăк çемйи» конкурс çĕнтерÿçи...

«Çĕнтерÿçи» сăмаха юриех кашнинчех палăртас терĕм. Тĕрĕссипе, ку çемье çак чыса çулталăкра нумай хутчен тивĕçет. Пĕлменни-палламаннисем Тикиневсем ку çитĕнÿсене яра куна ăмăртусене кăна хатĕрленсе тивĕçеççĕ, теме пултараççĕ. Анчах та вĕсен кулленхи пурнăçĕ ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Ĕçченлĕхĕпе, тĕллевлĕхĕпе, ăнтăлăвĕпе вара вĕсене çитекен сахал.

 

Кун йĕрки

Çапах та спорт çемйинчи кун йĕрки мĕнлерех-ши вăл? «Ялта пурăннăран ирсерен çывăрса выртма вăхăт çук пирĕн. Ирхи зарядка выльăхсем патĕнче: эпĕ ĕне сăватăп, мăшăр витесене  тасатать, выльăха апатлантарать. Сĕт парса килетпĕр те – ачасем валли вĕсем вăраниччен апат хатĕрлеме вăхăт. Кĕçĕннине – садике, аслисене шкула ăсататпăр: пĕри Вăрнарта, тепри Хапăсра вĕренеççĕ», – пĕлтерчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ Надежда Владимировна.

Чи хĕрÿ тапхăр ĕç, шкул, садик хыççăн тытăнать. Темиçе çул ĕнтĕ Тикиневсене ку вăхăтра çемйипех Вăрнарти йĕлтĕр базинче курма май пур. Темле вăхăт çитсе пымасть пулин те пĕр çур сехет те пулин йĕлтĕрпе ярăнман кун пулман вĕсен. Ăмăртусенче çĕнтерессинче çакă та пысăк вырăн йышăнать ĕнтĕ.

 

Надежда Владимировна

Кÿлхĕрринче, медицина ĕçченĕсен паллă династийĕнче – Софроновсен çемйинче, çуралса ÿснĕ вăл. Спорта мĕн пĕчĕкрен юратнă. Кÿлхĕрри кÿлли пăрпа витĕнсенех унта конькипе ярăннă. Хулăнлансан ăна тăршшĕпе ним мар вĕçтерсе тухма пултарнă. Ку ялта пурăнакан шкул директорĕ Лев Федорович ятарласа тенĕ пек хĕрачана хавхалантарма тухнă. «Хама кăтартас килнĕ пулĕ. Тата хытăрах тăрăшаттăм», – аса илет Надежда Владимировна.

Юр ларнă-ларман Йăрар тăвайккине йĕлтĕрпе ярăнма çÿренĕ. Канашри педучилищĕре вĕреннĕ вăхăтра бассейнра ăмăртмалла ишнĕ.

Йĕлтĕрпе профессионаллă ярăнасси ачисем ÿснĕçем тĕвĕленнĕ унра. «Атте-анне тĕслĕх  кăтартмасан вĕсенче чăн туртăма ниепле те çуратаймăн», – тет Надежда Владимировна.

12 çул ытла Калининăри вăтам шкулта физкультура тата технологи учителĕнче тимлет вăл. Тăрăшуллă ĕçшĕн виçĕмçул Чăваш ен вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотипе чысланă. Спортри наградисем темĕн чухлех.

 

Юрий Александрович

Çамрăклах пултаруллă спортсменпа Надежда Владимировна мăшăрĕн йăмăкĕн туйĕнче паллашнă. Юрий Александрович Тикинев – Мăньял Хапăс çынни. Районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ.

Унăн ăсталăхĕнчен нумайăшĕ тĕлĕнет. Хăй пурнăçĕнче вăл сахал мар пултаруллă йĕлтĕрçĕне хатĕрленĕ. Хальхи ăру та савăнтарать. Хăйĕн ачисемсĕр пуçне Владимир Скворцов, Михаил Скворцов, Роман Михайлов, Михаил Самаров, Юрийпе Данил Сергеевсем республикăра пĕрре мар палăрма пултарчĕç. Хăй калашле, паян йĕлтĕр спорчĕпе профессионаллă туслашакансем сахал пулин те, вĕсем лайăх результатсем кăтартни савăнтарать.

Юрий Александрович хăй вăхăтĕнче пур тĕрлĕ шайри чупу медалĕсене те илме пултарнă. Çемйипе халĕ çулсерен район чысне республикăра хÿтĕлет. Районти йĕлтĕр, çăмăл атлетика ăмăртăвĕсен яланхи судйи. Ачасене спортпа туслаштарассинчи пысăк ĕçĕшĕн ăна пĕлтĕр Раççей Федерацийĕн спорт министерствин Хисеп грамотипе чысларĕç.

 

Ачисем

чăннипех те маттур. Темиçе çул каяллахи «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» асра. Чи кĕçĕннисен тапхăрĕнче пĕр пĕчĕк хĕрача стартрах пурне те чылай метра пăрахса хăварчĕ, финала туххăмра вĕçтерсе çитрĕ. Валентина Тикинева иккен. Старта тухнисенчен чи кĕçĕнни. Вăл 4–5-рех йĕлтĕр çине тăрса куç курми çил-тăманпа тупăшнине ку ялти ĕçтеш те – Елена Порфирьева – каласа тĕлĕнтеретчĕ. Çак кунсенче кăна Валентина ашшĕпе Раççей первенствинчен таврăнчĕ.

Тĕрĕссипе, Тикиневсем ачисене утма пуçласанах йĕлтĕрсем çине тăратнă. Чи малтан Ирина пысăк çитĕнÿсемпе савăнтарма тытăннă.  Шкулта вĕреннĕ чухне ăна хăй ÿсĕмĕнче çитекен пулман. Халĕ вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ. ССУЗсем тата ВУЗсем хушшинчи ăмăртусенче яланах лидерта.

Галина та аппăшĕпе йăмăкĕнчен пĕртте кая мар. Вăл та районпа республикăн нумай хутченхи çĕнтерÿçи, призерĕ.

Александр икĕ çултах Пĕтĕм Раççейри «Нацисен кросĕ» тата «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă чупусене хутшăннăччĕ. Кăçал çемье чысне Шупашкарта хÿтĕлерĕ. Кăмăлĕ пысăк. Унран та ытларах – çĕнтерес туйăмĕ. Вăл туйăм вăйлă пулни те ĕнтĕ Тикиневсен ачисене яланах малта пыма май парать.

Пĕрремĕш вырăнта, паллах, тренировкăсем. Ун вăхăтĕнче ачасем 25-шер километр хыçа хăвараççĕ. Çулла та канмаççĕ – йĕлтĕр-роллерсемпе 10-шар км чупаççĕ.

 

Пĕрлехи кăсăклану

Тикиневсем пĕр спортпа кăна кăсăкланаççĕ текен çав тери йăнăшать. Ачасем ак ÿкерес енĕпе питĕ ăста. Ирина Вăрнарти ÿнер шкулне пĕтернĕ. Халĕ те куç хупнă пекех ÿкерме пултарать.

Надежда Владимировна шучĕпе, ыттисене çутçанталăк илемне шăпах вăл курма вĕрентнĕ. «Пĕррехинче яла таврăнатпăр, шăпах хĕвел аннă вăхăт. Унччен темшĕн аплах сăнаман. Ирина: «Пăхăр-ха, хĕвел епле хитре пытанать!» терĕ те куç уçăлнăн туйăнчĕ. Халь эпир тавралăх илемне час-часах сăнатпăр, ÿкеретпĕр», – тет вăл.

Тикиневсем – пахчаçăсем те. Çемйипех çырла лартса ÿстереççĕ вĕсем, сутмалăх та çитĕнтереççĕ. Çавăн пекех пыл хурчĕсем тытаççĕ.

 Чи аванни – мĕнпур ĕçе вĕсем пĕрле тума тăрăшни.

– Ачасене ĕçе хăнăхтармалла. Унсăрăн килтен тухса кайсан мĕнле пурăнĕç-ха вĕсем? Çемье çавăрсан тата? Пире хамăра пĕчĕкренех ĕçре пиçĕхтернĕ. Пĕтĕм ĕçе яланах çемьепе, тăвансемпе пĕрле пурнăçланă. Аслисене кура ĕçлеме хăнăхнă. Мана ак çаран çулма асанне вĕрентнĕ, çăм арлама – кукамай, тĕрлеме – анне. Тавах вĕсене пурне те, – аса илет Надежда Владимировна.

Юрий Александрович та пĕчĕклех ĕçе хăнăхнă. Ашшĕпе амăшĕ – Александр Васильевичпа Мария Афанасьевна – колхозра вăй хунă. Ачисемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулнă.

 

Чи пысăк çитĕнÿ

2015 çулта Тикиневсен  çемйи республикăра çĕнтерсе Чăваш ен  чысне Раççейри Хĕллехи ял спорт вăййисенче хÿтĕлерĕ. 4-мĕш вырăна тухнă пулин те çемьешĕн ку – пысăк çитĕнÿ.

Ăмăрту вĕсен чунĕнче ăшă йĕр хăварнă. Иккен, пултаруллă чăвашсем ытти регионта та пур. Раççейри ăмăртура 5–6 чăваш çемйи пулнă. Тикиневсен курткисем çине «Чувашская Республика» тесе çырнăран вĕсем хăйсем чăвашла сăмах хушса калаçнă. Çакă ентешсене хытах савăнтарнă.

Çав çулах Мăньял Хапăсри Тикиневсем «Чăваш Республикин çулталăк çемйи» конкурсне хутшăнчĕç. Йĕркелÿ комитечĕ çемье çитĕнĕвĕсен альбомне пăхса питех тĕлĕннĕ иккен – ун чухлĕ медаль, ун чухлĕ награда ытти конкурсантсен пулман. 28 конкурсантран Тикиневсем «Спорт çемйи» номинаци çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç.

– Çакнашкал ăмăртусене, конкурссене хутшăнма май туса панăшăн, хавхалантарнăшăн район  администрацийĕн пуçлăхне Леонид Николаева, культура, национальноçсен ĕçĕсен, физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхне Ирина Алексеевана, ун çумне Сергей Политова тата Татьяна Федорова специалиста тав тăватпăр, – пĕлтереççĕ вĕсем.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика