18 февраля 2017 г.
Петĕр Ялгир çырнă çак сăвăн ячĕпе поэтăн 95 çулхи юбилейне халалласа Шупашкарти К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче асăну куравĕпе асăну каçĕ иртрĕ. Вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă хĕрÿ чĕреллĕ поэт пурнăçа, çынсене, юрă-кĕвве, хăй çуралнă Чутай тăрăхне, пултарулăхра пысăк вăй-хăват панă Вăрнар халăхне юратни çинчен пычĕ сăмах çак тĕлпулура.
Ахальтен мар выставкăри кĕнекесемпе юнашар унăн музыка инструменчĕсене, мандолинăпа балалайкăна, вырнаçтарнă – Тихонов-Ялгир сăввисемпе чăваш композиторĕсем юрăсем чылай кĕвĕленĕ. Кам пĕлмест пулĕ унăн халăхра анлă сарăлнă «Хăмла пахчи», «Хуняма», «Эпĕ, Павăл, Микула», «Савнă тусăм манăн иккĕ» тата ытти юррисене! Вĕсене Шупашкарти 10-мĕш тата Çĕнĕ Шупашкарти 16-мĕш шкулсенче вĕренекенсем, чăваш халăх артисчĕ Иван Христофоров, Валентина Телей, Алиса Агакова, Александр Самсонов, Любовь Афанасьева юрăçсем тата Шупашкар районĕнчи «Çĕньял» халăх ансамблĕ (ертÿçи – Земфира Яковлева) ăста шăрантарчĕç. Пухăннисем умĕнче чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, Виталий Станъял тĕпчевçĕ, Юрий Кудаков композитор, Владимир Арланов купăсçă, Владимир Кузьмин, Сергей Саманташ, Лидия Ковалюк писательсем, Хĕрлĕ Чутай ентешлĕхĕн ертÿçисем, Пĕтĕр Ялгир ячĕллĕ литература премийĕн пĕрремĕш лауреачĕ Зоя Сывлăмпи сăвăç тухса калаçрĕç.
Февралĕн 15-мĕшĕ совет салтакĕсене Афган вăрçинчен илсе тухнипе паллă пулнăран, Ялгирăн çак вăрçа хутшăннă, орден илме тивĕçнĕ ывăлне Владимир Тихонов полковника та, Байконурпа пĕрле подполковник званийĕ таран çĕкленнĕ Валериана та, Владиславпа Валентинăна та ырăпа аса илчĕç. «Вăрнар поселокĕнчи Ялгир урамĕнче вырнаçнă çуртра çитĕннĕ ачасен патриотла туйăмĕсенчен тĕлĕнмелли çук: чаплă ывăл-хĕрĕшĕн Ашшĕпе Амăшне – Петр Алексеевича та, тăван кил ăшшине тытса пынă Клавдия Васильевнăна та тав тумалла», – терĕ Владимир Тихоновпа пĕрле ĕçленĕ, хăй вăхăтĕнче Ялгирăн литература «лаççинче» пиçĕхнĕ Валерий Кошкин полковник тата сăвăç.
Вăрнарсем кунтан тухнă писательсемпе поэтсене тата юрăçсене чысласа пултарулăх каçĕсем анлăн ирттерме тăрăшаççĕ. Иван Ивник, Мĕтри Кипек, Антип Николаев, Михаил Ямандай, Григорий Илепер, Григорий Луч, Улька Эльмен, Владимир Кузьмин, Валерий Кошкин, Станислав Отрыванов çыравçăсене, Валентина Смирнова, Людмила Семенова, Стас Владимиров, Галина Скворцова юрăçсене халалланă тĕлпулусем районта нумайлăха асра юлнă.
Акă, Ялгир уявĕ те чаплăн кĕрлесе иртрĕ. Сăвăçăн пултарулăхне çав тери хытă хакланăран савăнăçлă каçа Йĕпреç районĕнчи Ленино поселокĕнче пурăнакан вун икĕ ача амăшĕ, 95 çулхи Акулина Семеновна Кузьмина вулакан ятарласа килсе çитнĕ. «Манăн ачасем те Ялгир сăвви-юррипе хавхаланса ÿснĕ, мăнуксемпе пĕчĕк мăнуксем те, вĕсем манăн алă иккĕн, пĕрле пухăнсан, унăн сăввисемпе çырнă юрăсене юрлаççĕ, ватă çынна савăнтараççĕ – апла пулсан, поэт халăх асĕнче пурăнать»,– терĕ. Вăл Петĕр Ялгирăн нумаях пулмасть пичетленсе тухнă «Суйласа илнисем» кĕнекине илме тивĕç пулчĕ. Çамрăк юрăçсем поэтăн тăванĕсем хатĕрленĕ пылак кучченеçĕсене ас тиврĕç, аслисем уяв кĕрекинче малалла савăнчĕç.
Галина Еливанова,
литература музейĕнче ĕçлекен.