Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тата сулмаклăрах аталанма май пур

15 февраля 2017 г.

Виçĕмкун Вăрнар районĕнче 2016 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетессипе тата кăçалхи çула тĕллевсем палăртассипе анлă канашлу иртрĕ. Ун ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ – экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов хутшăнчĕç.

Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май,  район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев пур отрасльте те ырă динамика пулнине палăртрĕ. Пĕрлехи бюджетăн харпăр хăй тупăшĕсен пайĕ ÿснĕ. Экономикăн мĕнпур отрасльне 618,4 млн тенкĕлĕх инвестицисем явăçтарнă. Инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртнипе 120 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçнă. Промышленноçри ÿсĕм – 28,2 процент, тавара сутассин индексĕ – 121,1 процент. Ял хуçалăхĕнче продукцин пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 2884 млн тенкĕпе танлашнă.

Кăçал та предприятисемпе ял хуçалăх  кооперативĕсенче аталану тĕлĕшпе пысăк ĕçсем тума палăртнă: «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче ултă инвестици проектне пула производство линийĕсене çĕнетĕç, склад хуçалăхне çĕклĕç. «Чăвашкабельмет» çĕнĕ цех строительствине малалла тăсĕ. «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» ТМЯОра кăлпасси цехне çĕнетĕç. Аш-какай комбиначĕ тата «Луч» хуçалăх 500 тата 200 пуç вырнаçмалăх ĕне витисем тума палăртать. «Вурнарская» МСО 50 хваттерлĕ çурта çĕклесе пĕтерессипе тимлет тата ытти те.

Леонид Николаев строительствăри, çурт-йĕр тĕлĕшпе патшалăх программисене пурнăçлассинчи, вĕрентÿри, спортри, культурăри ырă çитĕнÿсем çинче чарăнса тăчĕ.

Çивĕч ыйтусене те палăртрĕ. Вăл шутра – июлĕн 1-мĕшĕччен усă курман çĕр пайĕсене муниципаллă харпăрлăха куçарса пĕтересси, çулталăк вĕçĕччен вĕсен 55 процентне те пулин çаврăнăша кĕртесси. Эппин, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен ĕç нумай.

– 2017 çула Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкĕ тесе палăртнă. Çавна май çемье институтне çирĕплетесси, ача  çуратаслăха ÿстересси тĕп вырăнта тăрать. Шел, Вăрнар районĕ демографири кăтартусемпе мухтанма пултараймасть – пурнăçран уйрăлакансем çуралакансенчен нумай ытларах, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Çавăн пекех вăл, Раççейре Экологи çулталăкне палăртнăран, кăçал ку енĕпе, тĕпрен илсен – çынсене çутçанталăка, хамăр пурăнакан вырăна хисеплеме вĕрентессипе вун-вун мероприяти ирттерме палăртнине пĕлтерчĕ. Вăрмансене, çырмасене, пĕве çывăхĕсене тасатмалла, терĕ вăл.

Леонид Николаев мĕнпур шайри депутатсене, район активне, район çыннисене Вăрнар тăрăхĕшĕн  ырми-канми ĕçленĕшĕн тав турĕ.

Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов Вăрнар районĕ республикăн пĕтĕмĕшле аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ. «Анчах та вăрнарсен пĕр вырăнта лăпланса лармалла мар, потенциал пур, лайăхрах кăтартусем патне ăнтăлмалла, – терĕ вăл. – Сăмахран, тырпул пухса илессипе елчĕксемпе танлашмалла. Вĕсен пĕлтĕрхи тырпул пухăмĕ вăрнарсен совет тапхăрĕнчи 55 пин тоннинчен те иртсе кайнă. ,çлемелле», – терĕ.

Вăрнар хула поселенийĕн ыйтăвĕсемпе аталанăвĕ пирки темăна кун йĕркине кĕртни ăнсăртран мар. Поселокăн проблемăсем нумай, çавна май докладчик – поселени администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Владимиров патне ыйтусем чылай пулчĕç.

Район Пухăвĕн депутачĕ Евгений Захаров çĕкленĕ ыйтăвăн, чăн та, çивĕчлĕхĕ пур. «Иртнĕ çул поселок çулĕсене шалкăм çумăр айĕпе, пылчăк çинех хунипе Раççей таран «чап» илтĕмĕр. Подрядчиксене мĕншĕн çирĕп тĕрĕслесе тăмаççĕ тата çул хывассине маларах тытăнмалла мар-и?» – терĕ вăл. Алексей Владимиров ку тĕслĕхе шута илнине, çул строительствине ятарлă, лицензиллĕ организаци тĕрĕслесе тăнине палăртрĕ.

Поселокпа çыхăннă тепĕр çивĕч ыйту вăл – уйрăм çуртсенче пурăнакансен йăлари  хытă каяшĕсене илсе тухасси. «Вăрнар тавралли вăрмансем, çырмасем çÿп-çаппа тулнă» – пулчĕ ыйту.  Алексей Владимиров ку енĕпе ятарлă схема хатĕрлесе кашни микрорайон тăваткалĕнчех контейнерсем лартма планланине, ку тĕлĕшпе патăрельсен тĕслĕхĕпе усă курассине, çÿп-çап илсе тухнăшăн самообложени укçи тытассине, промышленность министрĕ Владимир Аврелькин  ыйтнипе ку ĕçе çулла тĕлне пурнăçлассине пĕлтерчĕ.

Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Павлов сăмахĕсемпе, ку енĕпе кăçалтан ĕç самаях йĕркеленмелле. Йăлари хытă каяшсем тĕлĕшпе йышăннă çĕнĕ саккун 2019 çултан çеç вăя кĕрет пулин те, республикăра 2017 çулхи августра регион операторĕ ĕçлеме тытăнĕ. Çавна май уйрăм çуртсенче пурăнакансем те çÿп-çап хутаççисемшĕн кашниех тÿлеме тытăнĕ. Нормине, тÿлев суммине палăртĕç.

Ыйтусем çавăн пекех Хĕвелтухăç микрорайонĕнче аптека уçассипе, поселок тăрăх автобус рейсĕсене ÿстерессипе, Вăрнарта вăхăт-вăхăтăн сарăлакан хаяр шăршă пирки  пулчĕç. Юлашки ыйтăва завод представителĕсем хуравларĕç. Евгений Захаров предприятие 38 организаци тĕрĕсленине, ун территорийĕнче тата тулашĕнче сывлăша, шыва, çĕре тăтăшах  тĕпченине каларĕ. 180-мĕш производство цехĕн пуçлăхĕ Елена Буданова хальхи вăхăтра кăларакан «Серокко-КЭ» препаратăн, чăн та, хăйнеевĕрлĕ шăршă – йÿçĕтнĕ купăстанни пек – пулнине, анчах сывлăша нимĕнле сиенлĕ хутăш та кăларманнине палăртрĕ. Ун сăмахĕсемпе, шăршă тĕлĕшпе, вăл шутра – çынсенчен çăхавсем пулсан та, промышленноçпа санитари лабораторийĕ çийĕнчех пробăсем илет. Тĕрĕслевсем сывлăшри кăтартусем нормăна пăсманнине çирĕплетеççĕ.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ – экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин вăрнарсене чылай район ăмсанма пултарнине палăртрĕ. «Бюджетăн тупăш пайĕ пысăк. Аграри секторĕ те, промышленность та япăх мар аталаннă. Сирĕн плансем вăйлăрах пулмалла», – терĕ вăл.

Демографи ыйтăвĕн çивĕчлĕхĕпе вăл усал шыçăпа чирлисен йышĕ мĕншĕн пысăкланнине тишкерме сĕнчĕ: шыв е сывлăш витĕм кÿрет? Çавăн пекех Владимир Александрович вĕрентÿ организацийĕсенче апатланăва, предприятисенчи ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелессине çирĕп тĕрĕслеме ыйтрĕ.

Канашлу савăнăçлă самантпа вĕçленчĕ. Пичет ĕçĕнчи тивĕçлĕ ĕçсемшĕн пирĕн ĕçтешсем – «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн пай редакторĕ Елена Порфирьева тата Ирина Данилова переплетчик Раççей Федерацийĕн çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.

Çемье традицийĕсене çирĕп тытса пынăшăн тата ачасене воспитани парассипе палăрнăшăн Хурăнсур Çармăсри Екатеринăпа Анатолий Кузьминсене тата Вăрнарти Еленăпа Владимир Спиридоновсене Чăваш ен Пуçлăхĕн Тавĕпе чысларĕç.

Творчествăри ăнтăлушăн Чăваш ен Пуçлăхĕн кăçалхи стипендиачĕсене – Вăрнарти 1-мĕш шкулта  вĕренекен Елена Казакована, полицин «Вурнарский» пайĕн дознавательне Наталия Прокопьевана тата Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн производство вĕрентĕвĕн мастерне Ольга Цыганована – свидетельствăсем пачĕç.

Çак кунах районти мухтавлă, йышлă çемьесемпе тĕлпулу иртрĕ. Ун çинчен тĕплĕнрех – çитес номерте.

Светлана ЧИКМЯКОВА.   

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика