15 февраля 2017 г.
Тепĕр вунă çултан Вăрнар тăрăхĕнче вĕçен кайăксем вуçех çухалма пултараççĕ тесе шутлатăп. Уйăпсем, çерçисем, ула кураксем, чанасем сахалланчĕç. Мĕншĕн? Çăткăн чĕрчунсем – йытăсемпе кушаксем – нумайланчĕç, вĕсене пула вĕçен кайăксем пĕтсе пыраççĕ.
Пĕр парти хаçачĕ йытăсемпе кушаксене хÿтĕлеме, вĕсене ятарласа тытмалли вырăнсем йĕркелеме чĕнет. Шалтах тĕлĕнтерет. Укçине ăçтан тупмалла? Манăн сĕнÿ пур. Йытă-кушак тытакансенчен 50-шар пин тенкĕ пуçтармалла, çак çăткăн чĕрчунсем валли темиçе «хула» туса лартма шепех пулать. Кайран çав çынсенченех уйăхсерен пиншер тенкĕ илсе тăмалла. Сăмах май каласан, эпĕ сыснасем ĕрчететĕп, вĕсене самăртма уйăхсерен виçĕ-тăватă пин тенкĕ уйăратăп. Йытă-кушак тытни е сысна самăртса сутни усăллăрах?
Тепĕр сĕнÿ: Вăрнара çăткăн чĕрчунсенчен – йытăсемпе кушаксенчен – пĕр вунă çул хушши тасатсах тăмалла. Вĕсене «çывратма» районăн укçи çукрах пуль çав. Çавăн чухне уйăпсем килмесен те ытти кайăксем таврăнаççех.
Экологи ыйтăвĕпе район хаçатĕнче иртнĕ çулсенче эпĕ темиçе те çырнăччĕ. Çавна май манăн вулакансен шухăшне пĕлес килет: пирĕн вĕçен кайăксене е çăткăн чĕрчунсене – йытăсемпе кушаксене – хÿтĕлемелле? Хăвăр шухăшсене мана пĕлтерме ыйтатăп. Кĕсье телефонĕн номерĕ – 89279928651.
Петр АРТЕМЬЕВ.
Вăрнар.
Редакцирен. Автор çĕкленĕ ыйтусем, унăн сĕнĕвĕсем пирки вулакансем харпăр хăй шухăшне çавăн пекех редакцие те çырса пĕлтерме пултараççĕ.