08 февраля 2017 г.
2016 çулхи сентябрьтен Леонид Черкесов хамăр ентешсен интересĕсене Раççей Патшалăх Думинче хÿтĕлеме тытăнчĕ. Халăхпа тачăрах çыхăнса ĕçлес тĕллевпе районсенче депутатăн пулăшуçисен командине йĕркелеççĕ.
Пирĕн районта Раççей Патшалăх Думин депутачĕн Леонид Черкесовăн пулăшуçине «Энергостроймонтаж» тулли мар яваплă общество директорне Рифкат Киметова палăртнă.
Рифкат Киметов халăх ыйтăвĕсемпе ĕçлĕ, депутат интересĕсене округра хÿтĕлĕ, обществăлла йышăну пÿлĕмĕн ĕçне йĕркелесе пырĕ.
Ку пÿлĕм çитес вăхăтра Вăрнар поселокĕнче те уçăлĕ. Вăл ăçта вырнаçассине, мĕнле графикпа ĕçлессине вăхăчĕпе пĕлтерĕпĕр. Рифкат Шамдиновича пысăк шанăçа тивĕçнĕ ятпа саламлатпăр!