08 февраля 2017 г.
Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерстви диспансеризаци тĕпчевĕсен переченьне çĕнĕлĕх кĕртнĕ.
21–48 çулсенчи граждансене ВИЧ-инфекци енĕпе хăйсен ирĕкĕпе тата ята пĕлтермесĕр тĕрĕсленме май пуррине пĕлтереççĕ тата çак ĕçе пурнăçлакан медицина учрежденийĕсен адресне параççĕ.
Унсăр пуçне диспансеризаци калăпăшне уçăмлатнă: ку таранччен ăна ирттернĕ чухне сиплев учрежденийĕ çумне çирĕплетнĕ халăхăн 23 процентĕнчен кая мар йышĕн сывлăхне тĕпченĕ пулсан, халĕ ку кăтартăва 21 процентпа чикĕленĕ. Проекта хатĕрленĕ май пĕтĕм тĕнчери опыта тата 2013–2016 çулсенчи диспансеризацисен экономика тĕлĕшĕнчи витĕмлĕхне тĕпе хурса палăртнă кăтартăвĕсене шута илнĕ.