08 февраля 2017 г.
Районти архив фончĕ çулсеренех пуянланса пырать. Пĕлтĕр акă яланхи управлăха 354 ĕç панă: район администрацийĕн финанс пайĕн 2011–2012 çулсенчи, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн 2006–2012 çулсенчи, строительствăпа ЖКХ пайĕн 2004–2013 çулсенчи тата «Янгорчино» хуçалăхăн 2005–2008 çулсенчи докуменчĕсене.
Паянхи куна кунта 44115 управ единици шутланать, вĕсенчен 16311-шне картонласа тухнă.
2016 çулта архив пайĕ ытти енĕпе те пысăк ĕç пурнăçланă. Вăрнарти тĕп больницăн, Калинино ял тăрăхĕн администрацийĕн докуменчĕсене йĕркене кĕртнĕ. Çавалкас ял тăрăхĕн администрацийĕнче, вĕрентÿпе çамрăксен политикин, çавăн пекех строительствăпа ЖКХ пайĕсенче, «Янгорчино» хуçалăхра тематикăллă тĕрĕслевсем ирттернĕ.
Чăвашкино 90 çул тултарнине халалласа «Чăваш ен. Кинематограф. Ĕмĕртен ĕмĕре» мультимедийлă издани хатĕрлеме республикăри архива районти кино предприятийĕн саманчĕсене сăнланă 12 сăнÿкерчĕкпе тивĕçтернĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, пĕлтĕр архива çынсем социаллă-право сĕмĕллĕ 1686 ыйтупа тухнă, вĕсене пурне те хурав панă, 1351-шне – ыйтса çырнисем майлă. Кунне вăтамран 6–8 ыйтăва пурнăçланă.
Архив – самантсен управçи тесе ахальтен каламаççĕ пулĕ. Пĕлтĕр акă ку учрежденире 19 тĕпчевçĕ 943 документ тăрăх тишкерÿсем тунă.
Кăçала та сахал мар ĕç палăртнă. Вĕсен пысăк пайĕ ял поселенийĕсенчи архив докуменчĕсене йĕркелессипе çыхăннă.
Район администрацийĕн архив ĕçĕсен пайне Лилия Тихонова ăнăçлă ертсе пырать, ыйтусене вăхăтра тата туллин татса пама тăрăшать.
Светлана ЧИКМЯКОВА.