08 февраля 2017 г.
Пурнăç çулĕ питех те кăткăс. Иртнине аса илсен Мăньял Хапăсри Нина Николаевна Ефремован тепĕр чухне куçĕсем шывланаççĕ. Вăл çут тĕнчене 80 çул каялла килнĕ. Вĕсен çемйинче виçĕ хĕр пулнă. Амăшĕ, Анна Кучерова, çак ялтах çуралнă. Виçĕ ачине пĕчченех пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă.
Нина аппан ашшĕ вăрçăра пуçне хунă. Пĕчĕк шăпăрлансем ашшĕ вăрçăран таврăнасса кашни кун кĕтнĕ. Амăшне пулăшас тесе Нина пĕчĕклех бригада ĕçне хутшăннă: çум çумланă, утă тавăрнă, тырă вырнă.
Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Нина Хĕрлĕ Хĕрес общество йĕркеленĕ курссенче медицина енĕпе ăсталăха туптанă. 1957 çулта кунтан хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă.
Вăрçа пула юхăннă çĕршыв майĕпен ура çине тăма тытăннă. Çапах пурнăç пĕртте çăмăл пулман. Кăнтăрла Нина колхозра махорка уйĕнче ĕçленĕ, каçхине вĕренме çÿренĕ. Вăл малалла вĕренме тем пекех ĕмĕтленнĕ. Укçа-тенкĕ тивĕçмен пиркиех амăшĕ ăна хулана яман.
Çав çулах Мăньял Хапăс каччипе Алексей Егорович Ефремовпа туй туса çемье çавăрнă. Нина Николаевна Вăрнарта строительство организацине вырнаçнă. Каярахпа ăна юсавпа строительство участокне куçарнă. Тăрăшуллă пулнăран Хисеп хучĕсене, хаклă парнесене тивĕçнĕ. Вăрнарта 10-мĕш ПМК йĕркелесен Нина аппа кунти строительсен бригадине куçнă. Ĕçченлĕхне-хастарлăхне кура пуçлăхсем ăна яваплă участока – склада куçарнă.
Мăшăрĕ – Алексей Егорович – пирки те кĕскен каламалла. Вăл çар хĕсметĕнчен таврăнсан Çĕмĕрлере тракториста вĕренсе тухнă, унтах вăрман хуçалăхне ĕçлеме юлнă. 1956 çулта Вăрнара куçнă, ял хуçалăх шкулĕнче, унтан строительство организацийĕнче ĕçленĕ. 1970 çулта ăна 10-мĕш ПМКна склад заведующине куçарнă. Кунта Алексей Егорович 1991 çулччен, тивĕçлĕ канăва тухиччен, тимленĕ.
Алексей Егоровичпа Нина Николаевна хăйсем пекех тарават та ĕçчен тăватă хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Асли, Лена, бухгалтер, шел, вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Надя Пермьре фармацевта вĕреннĕ, Люся – повар, Рая – технолог. Вĕсен ачисем те кукашшĕпе кукамăшĕ пек сумлă-ятлă çынсем. Кашниех чун туртакан профессие алла илнĕ. Ефремовсене халĕ пилĕк мăнукĕпе пилĕк кĕçĕн мăнукĕ савăнăç кÿреççĕ.
Ветерансем çăвĕпех пахчара тăрмашаççĕ, тĕрлĕ çимĕç çитĕнтереççĕ. Вĕсене хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем тата мăнукĕсем килсе пулăшсах тăраççĕ.
Григорий СКВОРЦОВ.