08 февраля 2017 г.
Район прокуратури республикăри эпидемиологи тата гигиена центрĕн инспекци органĕн специалисчĕсемпе Калинино райповĕн «Продукты» лавккине тĕрĕсленĕ, эпидемиологипе санитари законодательствине пăснине тупса палăртнă.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче çак лавккара çумалли тата дезинфекцилемелли япаласем пулман. Сĕт продукцине ăçта кăларнине тата пахалăхне кăтартакан документсене йышăнса юлман.
Район прокуратури лавкка заведующийĕ тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă.
И.МИФТАХУТДИНОВ,
район прокурорĕ.