04 февраля 2017 г.
Пĕлтĕр производствăра инкеке лекнисен пĕтĕм йышне тишкерни асăннă кăтарту малтанхи çулхинчен – 24, вилмеллех аманнă тĕслĕх – 36,3, йывăр сусăрланнисен шучĕ 22,9 процент чакнине çирĕплетет.
2016 çулта ĕç вырăнĕнче 191 çын инкек тÿснĕ, çав шутра 14-шĕ вилмеллех, 27-ĕн йывăр суранланнă. Ушкăнпа инкеке лекнĕ виçĕ тĕслĕхе шута илнĕ, 1 çын вилнĕ, 2-ĕн йывăр тата 5-ĕн çăмăл аманнă. Йывăрлăха лекнисен йышĕнче 124 арçын (65%, 14-шĕ вилнĕ), 67 хĕрарăм (35%, 8-шĕ йывăр суранланнă).
Туса кăларакан производствăра (72 çын, е пĕтĕмĕшле шутран 37,7%, инкек тÿснĕ), строительствăра (33 е 17,3%), транспортпа çыхăнура (16 е 8,4%), ял тата вăрман хуçалăхĕсенче, сунарта (10 е 5,2%), сывлăх сыхлавĕпе социаллă пулăшупа тивĕçтерекен тытăмра (10 е 5,2%), электроэнерги, газ тата шыв туса кăларнă тата валеçнĕ çĕрте (7 е 3,7%), вĕрентÿре (8 е 4,2%) инкек тÿснисем уйрăмах йышлă.
Асăннă тапхăрта производствăра вилмеллех аманнă 14 çынран 3-шĕ – ял тата вăрман хуçалăхĕсемпе сунартан, 4-шĕ – строительствăран, 4-шĕ – туса кăларакан производствăран, 2-шĕ – электроэнерги, газ тата шыв хатĕрлекен отрасльтен, 1 – пулăшу тытăмĕнчен.
Ĕçкĕ ырă тумастех çав. Ĕç вăхăтĕнче эрехпе иртĕхнине пула 8 çын нуша курнă. Асăннă тапхăрта çÿллĕ вырăнтан ÿксе сусăрланнă – 81, машинăсен е тĕрлĕ япалан куçакан-çаврăнакан витĕмне пула аманнă – 48, çул-йĕр аварийĕпе çыхăннă – 13, ÿкекен йывăр япала айне пулнипе инкек тÿснĕ – 13, тепĕр çын право йĕркине пăснипе нуша курнă 8 тĕслĕхе тупса палăртнă.
2016 çулта республикăри тĕрлĕ тытăмра пулнă инкек-синкекĕн тĕп сăлтавĕ ĕç сыхлавĕн хăрушсăрлăхне пăхăнманнипе, производство лапамĕсем техника тĕлĕшĕнчен тивĕçтерменнипе, ĕçлевĕн хăрушсăрлăх йĕркине кирлĕ пек вĕрентменнипе, производствăна тивĕçлипе йĕркелеменнипе, çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăснипе çыхăннă.
Иртнĕ çул професси чир-чĕрне пĕрремĕш хут тупса палăртасси 34,6 процент сахаланнă, çакнашкал тĕслĕх 17 кăна пулнă. ,çе пула аманнисен вăтам ÿсĕмĕ – 55,2, сиенлĕ условисенчи стажĕ 22,3 çулпа танлашнă.
Муниципалитет йĕркеленĕвĕсемпе хула округĕсене илес-тĕк, профессие пула сывлăх хавшанине Çĕнĕ Шупашкарта (3 çын), Шупашкарта (5), Канашра (4), Элĕк (2), Комсомольски (2), Хĕрлĕ Чутай (1) районĕсенче шута илнĕ. Тĕпрен илсен, сывмаррисем – туса кăларакан производствăра (10 çын), сывлăх сыхлавĕпе социаллă пулăшупа тивĕçтерекен тытăмран (1), транспортпа çыхăнуран (2), ял тата вăрман хуçалăхĕсенчен, сунартан (4). Вĕсен амакĕ сывлав органĕсемпе (6 диагноз), хăлхапа (3), алă-урапа (3), нервăн перифери тытăмĕпе (2), туберкулезпа (1), вибраципе (1), ытти сăлтавпа (2) çыхăннă.
Сывлăх хавшанин тĕп сăлтавĕ – йывăр ĕçлени (4 тĕслĕх), хими факторĕ (4), фиброгенлă аэрозоль (тусан) витĕмĕ (5), шăв-шав (3), биологи факторĕ (1).
Производствăри тата ĕçленĕ тапхăрти сиенлĕ те хăрушă факторсене уçăмлатас тата вĕсем ĕç условийĕсен гигиена нормативĕсемпе пĕр килменнине тата çынна сиенлĕ витĕм кÿнине, вăй хуракансем харпăр хăйне тата коллектива хÿтĕлемелли хатĕрсемпе усă курнине тĕпе хурса пахалас енĕпе пурнăçлакан мероприятисен пĕртен-пĕр комплексĕ ĕç условийĕсен ятарлă хаклавĕ пулса тăрать. 2016 çулта унпа килĕшÿллĕн ĕçпе тивĕçтерекенсенчен 1625-шĕ 78503 вырăна пахалаттарнă, вĕсенчен 68988-шне аттестациленĕ (малтанхи çул 1626 хуçан 55566 вырăнне).