Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа куçа-куçăн

04 февраля 2017 г.

Районта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе халăх умĕнче отчетсем тума пуçларĕç. Пĕрремĕш тĕлпулусем Калинино ял тăрăхне кĕрекен Кÿлхĕрринче тата Уйкас Кипек ял тăрăхĕнчи Çĕн Сăрьелпе Уйкас Кипек ялĕсенче иртрĕç.

Кÿлхĕрринче Калинино ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова вырăнти администраци 2016 çулта туса ирттернĕ ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Ял тăрăхĕн бюджечĕ 9132,25 пин тенкĕ пулнă, вĕсенчен хăйсен тупăшĕ – 2611,42 пин тенкĕ. Пĕлтĕр çулсене тăвассипе тата вĕсене тытса тăрассипе 8 аукцион ирттернĕ. Нумай ачаллă çемьесене çĕр парассипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Ытти ĕçсем çине те тимлĕх уйăраççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев районăн пĕлтĕрхи социаллă экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, район чылай кăтартупа республикăра малтисен йышĕнче. Автомобиль çулĕсене тăвассипе тата юсассипе пысăк ĕç тунă, нумай ачаллă çемьесем валли икĕ çурт çĕкленĕ, тăлăх ачасене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтернĕ тата ытти те. «Единая Россия» партин программипе шкулсенчи икĕ спортзала юсанă. Ял хуçалăх отраслĕнче те ÿсĕмсем пулнă.

Район администрацийĕн ытти яваплă специалисчĕсем те тухса калаçрĕç, ыйтусене хуравларĕç.

Çĕн Сăрьелпе Уйкас Кипек ялĕсенче иртнĕ отчет пухăвĕсене вара район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Горбунов хутшăннă. Уйкас Кипек ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Петров пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ тата кăçалхи тĕллевсене палăртнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, 2017 çулта Çĕн Сăрьел ялĕнчи Николаев урамĕнче автомобиль çулĕ тума пуçламалла.

К.ЮРЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика