04 февраля 2017 г.
Раççей премьер-министрĕ Дмитрий Медведев регионсене тĕрлĕ сфера валли укçа уйăрса парасси çинчен калакан хушусене алă пуснă. Çав шутра Чăваш ен те тĕрлĕ программăна пурнăçлама пысăк укçа илет — пĕтĕмпе 1,4 миллиард тенкĕ ытла.
«Экономика аталанăвĕ тата инноваци экономики» программăна пурнăçламашкăн федерацин 82 субъектне 7,5 миллиард тенкĕ пама палăртнă. Ку укçа — пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе, фермер хуçалăхĕсене, çамрăксен предпринимательлĕхне пулăшма каять. Чăваш ен тÿпи — 106 миллион тенкĕ ытла.
Чăваш енĕн ял хуçалăхне аталантармашкăн 478 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Федераци укçи АПК объекчĕсене тума тата çĕнетме, çавăн пекех отрасльти инвестици кредичĕсен процент виçин пĕр пайне саплаштарма кайĕ.
Регионăн çул-йĕр хуçалăхĕ валли те Мускав хушма укçа парать. Патшалăхăн «Транспорт системин аталанăвĕ» программипе килĕшÿллĕн Чăваш ен 340 миллион тенкĕ илĕ. Ку укçана Шупашкарти Мускав кĕперне реконструкцилесе унти çула ултă йĕрлĕ тумалли проекта пурнăçлама ярĕç.
Пысăк технологиллĕ медпулăшу кÿме регионсене федераци бюджетĕнчен 6 миллиард тенкĕ параççĕ. Укçа илекен 69 субъект хушшинче Чăваш ен те пур. Республика ОМС программине кĕртмен пысăк технологиллĕ медпулăшу валли 31,7 миллион тенке яхăн илет. Пĕлтĕр Чăваш енри медицина организацийĕсенче асăннă йышши медпулăшупа 940 çын усă курнă. Ун чухне федераци бюджетĕнчен çакăн валли 25,7 миллион тенкĕ уйăрнă, республика бюджетĕнчен вара – 100,2 миллион тенкĕ.
Раççей Правительствин пуçлăхĕ алă пуснă хушусемпе килĕшÿллĕн Чăваш енри театрсемпе ялсенчи клубсем те пулăшу илĕç. Пĕтĕмпе — 15 миллион тенкĕ ытла. Çав шутра 5,5 миллион тенкĕ — 300 пин çын таран пурăнакан хуласенчи муниципалитетсен театрĕсен пултарулăх ĕçне пулăшма, вĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетме. 9,8 миллион тенке ялсенчи культура учрежденийĕсене аталантарма ярĕç.
Патшалăхăн 2013–2020 çулсенче вĕрентĕве аталантармалли программипе килĕшÿллĕн 2017 çулта шкулсен строительстви, юсавĕпе реконструкцийĕ валли республика федераци бюджетĕнчен 405,5 миллион тенкĕ ытла илĕ.