Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенсисем, тÿлевсем, индексаци

04 февраля 2017 г.

Юнкун Раççей Пенси фончĕн Чăваш енри уйрăмĕ видеоçыхăну мелĕпе аслă ăрăва 2017 çулта патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес мерăсем пирки канашлу ирттерчĕ. Ăна уйрăм ертÿçи Роза Кондратьева ертсе пычĕ.

Вăрнарти управленире канашлăва ун пуçлăхĕ Андрей Иванов, заместителĕ Людмила Редькова, ветерансен районти Канашĕн председателĕ Евгений Алексеев, инвалидсен районти обществин председателĕ Владимир Викторов хутшăнчĕç.

Роза Кондратьева малтанах хăйсен тытăмĕнчи иртнĕ уйăхри тĕллевлĕ ĕç – пенсионерсене 5 пин тенкĕпе танлашакан тÿлевпе тивĕçтересси – çинче чарăнса тăчĕ. Январьте ăна Чăваш енри мĕнпур пенсионерсен 99,7 проценчĕ патне çитернĕ. Тÿлеве тĕрлĕ сăлтавпа илейменнисене февральти пенсипе пĕрле парĕç.

 

Федераллă социаллă хушма тÿлев

Январĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлемен пенсионерсен федераллă социаллă хушма тÿлевне Чăваш енре çирĕплетнĕ пенсионерсен пурăнмалли чи пĕчĕк виçе шайĕ (2017 çулта вăл 7720 тенкĕпе танлашать) чухлĕ ÿстернĕ. Ăна тивĕçлĕ канури ĕçлемен çыннăн тупăшĕ пурăнмалли минимумран пĕчĕкрех пулсан параççĕ.

Ку уйăхри социаллă хушма тÿлеве республикăри 40,2 пин пенсионер илĕ, унăн вăтам виçи 1,8 пин тенкĕпе танлашать.

 

Страхлакан пенси

Раççейре 2015 çултан вăя кĕнĕ пенси формулипе килĕшÿллĕн 2017 çулта страхлакан пенсие палăртма стаж 8 çултан кая мар тата 11,4 пенси балĕ чухлĕ пулмалла. Куçăм тапхăрĕнче, 2025 çулччен, кирлĕ стаж çулсерен 1 çул пысăкланать, пенси балĕ – 2,4 чухлĕ.

Енчен те пенсие тухас тапхăрта стажпа пенси балĕсем çитмеççĕ пулсан, страхлакан пенсие каярах палăртаççĕ е ăна социаллă пенсипе тивĕçтереççĕ (хĕрарăмсене 60 çултан, арçынсене 65 çултан тытăнса).

Енчен те пенсионер вăхăтлăха (1 çултан пуçласа 10 çул таранччен) пенси илессине пăрахăçланă, çавăн пекех пенси ÿсĕмне çитсен пенси илме заявлени çырассине 1–10 çул таран куçарнă пулсан, ăна преми коэффициенчĕпе хавхалантараççĕ. 5 çулта çирĕплетнĕ тÿлев 36%, страхлакан пенси 45% ÿсет.

2017 çултанпа пенсин пухăнса пыракан виçине палăртакан тÿлевĕн тапхăрĕ 240 уйăхпа танлашать. Енчен те уйăхсеренхи тÿлев пĕтĕмĕшле пенси виçинчен 5 процентран ытларах мар-тăк, мĕнпур суммăна пĕр вăхăтрах параççĕ.

 

Ял пенсионерĕсем

Кăçалтан ялта пурăнакан, ĕçлемен, хăй вăхăтĕнче ял хуçалăхĕнче 30 çултан сахал мар тăрăшнă пенсионерсене страхлакан пенси шучĕпе 25, хушса тÿлемеллеччĕ. Çĕршыв экономикинчи ансат мар лару-тăрăва пула 2016 çулхи декабрьти федераллă саккунпа ÿсĕм çинчен калакан саккун нормисене 2020 çулччен чарса лартнă.

Çак саккунпах Раççей Правительствине экономикăри кăçалхи пĕрремĕш çур çул кăтартăвĕсене шута хурса РФ Патшалăх Думине хушма социаллă пулăшу мерисем пирки сĕнÿсем тăратма хушнă.

Чăваш Республикинче ку категорие кĕрекен ĕçлемен пенсионерсем 74 пин çын.

 

Инвалидсен федераллă реестрĕ

Кăçалхи январьтен «Инвалидсен федераллă реестрĕ» патшалăх информаци системи ĕçлеме тытăннă. Вăл хевтесĕр çынсене патшалăх тата социаллă пулăшу парассине тĕрĕслеме май туса парас, вĕсем тĕлĕшпе пурнăçланакан тивĕçтерÿсен шайне ÿстерес тĕллевлĕ. Система операторĕ – Раççей Пенси фончĕ.

Роза Кондратьева пĕлтернĕ тăрăх, тăватă регионта электронлă «Инвалидăн уйрăм пÿлĕмĕ» ĕçлеме тытăннă ĕнтĕ, унпа усă курса инвалидсем тĕрлĕ ведомствăсен пулăшăвне илме пултараççĕ.

Кăçал ку системăна пĕтĕм регион кĕмелле. Пирĕн республикăра 83 пин ытла çыннăн инвалиднăç пур. Асăннă реестр вĕсене хăйсен прависем тата патшалăхăн мĕнле пулăшăвĕпе усă курма май пуррине туллин  пĕлме май парать. Çавăн пекех ведомствăсем хăйсем те реестрти информаци тăрăх тивĕçтерÿсемпе анлăрах пулăшма пултарĕç.

 

Пенсионерсем – компьютер умĕнче

Кунашкал тĕллевлĕ ĕç иккĕмĕш çул пурнăçлать ĕнтĕ. Çак тапхăрта республикăри 417 ĕçлекен пенсионер компьютер вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ. Раççей Пенси фончĕ тата республика бюджечĕсем ку тĕллевпе 621,3 пин тенкĕ тăкакланă.

Раççей Пенси фончĕн Чăваш енри уйрăмĕн пуçлăхĕ ку енĕпе пур район та хастар пулманнине палăртрĕ, çавăнпа та кăçал ку çитменлĕхе пĕтерме ыйтрĕ.

Компьютерпа ĕçлеме пенсионерсене çавăн пекех ветерансен канашĕсем те, библиотекăсем те, вĕренÿпе социаллă учрежденисем те тÿлевсĕрех вĕрентеççĕ.

Çакă аслă ăрурисене килтен тухмасăрах электронлă пулăшусене илме май парать. Вĕсем патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕнче çăмăллăнах регистрациленме пултараççĕ. Çавăн пекех «Гражданинăн уйрăм пÿлĕмĕнче» Пенси фондне çырăнма, справка е документ ыйтса çырма, çыру яма май пур.

 

Индексаци

Февралĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлемен пенсионерсен (ватлăхпа, инвалиднăçпа, тăрантаракана çухатнипе тухнисен) страхлакан пенсийĕ 5,4 процент пысăкланать. Индексацие пула  палăртнă тÿлевпе пĕрле страхлакан пенси 4805,11 тенкĕпе танлашать. Пенси балĕн хакĕ – 78,28 тенкĕ.

Ку уйăхра республикăри 268 пин пенсионерăн пенсийĕ ÿсет. Вăтамран 625 тенкĕ.

Февральти ÿсĕме кура Чăваш енре кăна пенсисене тÿлеме хушма 1,8 млрд тенкĕ кирлĕ, пĕтĕмĕшпе вара çулталăкне – 50 млрд тенке яхăн.

Ĕçлекен пенсионерсен пенсине ĕçлеме пăрахнă хыççăн индексацилеççĕ. Енчен те вăл каллех ĕçе кĕрсен, унăн страхлакан пенси виçи пĕчĕкленмест.

Ĕçлекен пенсисен страхлакан пенсийĕсене 2016 çулхи взноссем тăрăх, августăн 1-мĕшĕччен 3 пенси балĕ е 20 пин тенкĕлĕх шалу шайĕпе тепĕр хут шутлаççĕ.

 

Социаллă пенсисем

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен пенсионерăн пурăнмалли чи пĕчĕк виçи ÿснине кура социаллă пенсисем те пысăкланаççĕ. Ăна пур пенсионера та ÿстерсе тÿлеççĕ.

Чăваш енре патшалăх пенси тивĕçтерĕвĕн пенсийĕсене 27 пин ытла çын илсе тăрать. Паянхи ун вăтам виçи 7,8 пин тенкĕпе, инвалид ачасен тата I ушкăнри ачаранах инвалидсен 11,9 пин тенкĕпе танлашать.

 

Федераллă çăмăллăхçăсем

Февралĕн 1-мĕшĕнчен ку категорири граждансен уйăхсеренхи тÿлевĕ тата соцпакет хакĕ 5,4 процент хăпарать.

Соцпакет хакĕ 1048,97 тенкĕпе танлашать, вăл шутра эмел пайĕ – 807,94 тенкĕ, санаторипе курорт пайĕ – 124,99 тенкĕ, транспорт пайĕ – 116,04 тенкĕ.

Чăваш енре федераллă çăмăллăх илекенсем 104 пин çын, вĕсенчен 80 проценчĕ – инвалидсем. Февральтен ЕДВ вăтамран 116 тенкĕ ÿсет.

Ку категорие Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕсем, участникĕсем, çар ĕçĕсен ветеранĕсем, вĕсен тăлăх арăмĕсем, радиаци инкекĕсене пĕтерме хутшăннисем тата ытти категорири граждансем кĕреççĕ.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Раççей Пенси фончĕн Чăваш енри пайĕн пуçлăхĕ Роза Кондратьева апрельтен пенсисене çитерес графика çĕнетсе лайăхлатасси пирки те асăнчĕ. Обществăлла организацисене çĕнĕлĕхсем пирки пенсионерсем патне ăнланмалла çитерме ыйтрĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика