04 февраля 2017 г.
Эпир, Çĕрпел тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ шкул ачисем, вĕрентекенсем, ял çыннисем Чечен Республикинче паттăррăн çапăçса пуç хунă ентешĕмĕрĕн Владимир Анатольевич Антоновăн асăну кунне ирттертĕмĕр.
Чечен вăрçин Паттăрне чыслама республикăн тĕп хулинчен Шупашкартан, Вăрнар район администрацинчен, ял хуçалăх техникумĕнчен килнĕ представительсем, Афганистанпа Чечен вăрçин ветеранĕсем, ял çыннисем, шкул ачисемпе вĕрентекенсем пуçтарăнчĕç. Çавăн пекех хăйĕн паттăр ывăлне тата юратнă шăллĕне Владимир Анатольевич Антонова асăнма ашшĕпе пиччĕшĕ – Анатолий Петровичпа Сергей Анатольевич та килчĕç.
Тухса калаçакансем хушшинче çамрăк пограничниксен ушкăнне ертсе пыракан штаб начальникĕ Ю.Никифоров, районти «Боевое братство» ушкăн ертÿçи О.Никитин, Çĕрпел ял поселени пуçлăхĕ Л.Федорова тата ыттисем пулчĕç. Вĕсен калаçăвĕ, ырă сĕнĕвĕсем, чĕнсе каланисем кашни çын чун-чĕринчех ырă туйăмсем хускатрĕç. Владимирăн ашшĕпе пиччĕшĕ каланă сăмахсене вара никам та пăлханмасăр, куççуль кăлармасăр итлеме пултараймарĕ. Паттăр ывăл çуратса ÿстернĕшĕн Анатолий Петровича пурте тав сăмахĕ каларĕç, унăн ырă сăнарне яланах асра тытма сăмах пачĕç, шкулта вĕренекенсем чечек çыххи парнелерĕç.
Асăну кунне халалланă концертра Çĕрпелти вăтам шкулта вĕренекенсен сăвви-юррисем культура керменĕнчи халăха тыткăнларĕç. Владимир Антонова асăнса хатĕрленĕ презентаци те пурин чун-чĕрине хускатрĕ. 7-мĕш класра вĕренекен Камилла Сергеева юрланă «Вăрçа чарăр, аслисем!» юрă асăну кунĕн чи хĕрÿ тапхăрĕ пулчĕ тесессĕн те юрать. Асăну кунне пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă паттăрсене асра тытса шăплăх минучĕпе вĕçлерĕç. Чечен вăрçинче пуç хунă Владимир Анатольевич Антоновăн асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Е.ВАСИЛЬЕВА.
Кайри Тукай.