01 февраля 2017 г.
Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев Пĕтĕм Раççейри «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă чупăва хатĕрленсе ирттерессипе йĕркелÿ комитечĕн ларăвне пуçтарнă. Пухăннисене ун кашни тапхăрĕнче тимлĕ пулма ыйтнă.
Йĕлтĕр спортне аталантарас тĕллевлĕ спорт уявĕ кăçалхипе 35-мĕш хут иртет. Районти йĕлтĕр тусĕсене вăл ку çулхине районти культура çурчĕ çумĕнчи кану паркне йыхравлать. 11 сехетре пуçланать. Стартсем 11 сехет те 15 минутра тытăнаççĕ. Ÿсĕме кура йĕлтĕрçĕсем 1, 2 километрлă дистанцисене тухĕç.
Йĕркелÿ комитечĕ ăмăрту вăхăтĕнче хăрушсăрлăха тивĕçтерес ыйтусене малти вырăна кăларнă. Финишра вĕри чей ĕçтересси, медицина пулăшăвне йĕркелесси тата ытти пирки калаçса татăлнă.