Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аталанмалли майсем анлă

01 февраля 2017 г.

Аталанмалли майсем анлă

Шупашкарта Раççей Проминĕн координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ

Унта ытти регион влаçĕсем те хутшăннă. Иртнĕ эрне республикăра Раççей Промышленноçпа суту-илÿ министерствин координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна Раççей промышленноç министрĕ Денис Мантуров ертсе пынă.

Канашăн эрнекуна палăртнă ларăвне хутшăнакансен пысăк пайĕ кĕçнерникунах килнĕ те – хăнасем республикăн промышленноç хăвачĕн презентацине йĕркеленĕ май чылай предприяти – «Чăвашторгтехника», «ЧЭАЗ», «АБС ЗЭИМ Автоматизация», «ЭКРА», «Яхтинг», «Акконд», Трактор музейĕ – ĕçĕпе паллашрĕç. Чăваш Енри предприятисенче производствăна лайăх йĕркеленине палăртрĕç. Чылайăшĕ совет саманинчех никĕсленнĕ, анчах ĕçе пĕлсе йĕркелени, оборудование çĕнетсех пыни конкурентлă лару-тăрура та ăнăçлă ĕçлеме май парать. 

Раççей промышленноç министрĕ Денис Мантуров РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăвашторгтехника» АУОра тата унпа пĕр çыхăра ĕçлекен, юнашарах вырнаçнă «Фросто» ОООра пулнă.

«Чăвашторгтехника» Раççейри тата НППП çĕршывĕсенчи кухня оборудованийĕн производствин рынокĕнчи лидер шутланать. Наиль Хайрутдинов гендиректор палăртнă тăрăх – юлашки çулсенче предприяти производствăна 17 миллион ытла евро инвестици хывнă. Пĕлтĕр кăна 1,3 миллиарда яхăн тенкĕлĕх продукци тиесе ăсатнă.

Сумлă хăнасем çавăн пекех «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче, «Çеçпĕл» компанире, «Хĕвел» предприятире пулнă. 

Координаци канашĕн ларăвне Денис Мантуров çĕршыв экономикинчи лару-тăрăва хакланинчен пуçланă. «Пĕтĕмĕшле илсен промышленноç кăтартăвĕсем аван. Пĕлтĕрхи утă уйăхĕнчен тытăнса промышленноç ÿсĕмлĕ ĕçлеме пуçларĕ, иртнĕ çул производство индексĕ 1,1: хушăннă – япăх мар кăтарту». Çапах, ун шучĕпе, промышленноçăн тĕрлĕ отраслĕнче ĕç-пуç пĕрешкел мар. Ÿсĕмлĕ ĕçе вара макроэкономика кăтартăвĕсем витĕм кÿнĕ. Унашкаллисен шутĕнче Денис Валентинович тенкĕ курсĕн тăнăçлăхне, çакă импорта хамăрăн продукципе улăштарма май панине, кредитсен процент виçи предприятисемшĕн лайăхланнине палăртрĕ.

Ял хуçалăх машиностроенийĕнче юлашки виçĕ çулта Раççей техникин производствине 2,5 хут ÿстерме май килнĕ. Рынокри меллĕ майсемпе усă курса апат-çимĕç машиностроенийĕнче те çак туртăма вăй памалла. Хамăрăн предприятисем ют çĕршывсен компанийĕсене тĕртсе кăларма пултарассине министр «Чăвашторгтехника» оборудованийĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетрĕ.

Патшалăх пулăшĕ – тивĕçлĕ мерăсем пур. Унашкаллисен шутĕнче – НИОКР валли уйăракан субсидисем, инвестици кредичĕсен проценчĕсене саплаштарни, Промышленноç аталанăвĕн фончĕн ресурсĕсем. «Çакна каласшăн, пĕлтĕр регионсен фончĕсене йĕркелессипе çыхăннă туртăм палăрнă май пирĕн халь регионсен хушшинче чемпион та çуралчĕ. Чăваш ен темиçе кун каялла Промышленноç аталанăвĕн фондне 1,5 миллиард тенкĕ хывма йышăну тунă», – тенĕ министр.

Михаил Бабич полпред асăннă отрасле аталантарас тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕ пысăк пĕлтерĕшлине çирĕплетрĕ. Округра ку енĕпе 155 предприяти ĕçлет. 102 предприяти пĕтĕмпе 8 миллиард тенкĕлĕх пулăшу илнĕ. Çакăн усси курăмлă – вĕсен продукцине çĕршывра кăна мар, чикĕ леш енче те пĕлеççĕ. Михаил Викторович та Чăваш енре Промышленноç аталанăвĕн фондне 1,5 миллиард тенкĕ хывма пултарнине пысăка хурса хакларĕ.

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăнасене (Мускавсăр пуçне Раççейĕн ултă теçетке регионĕн представителĕсем килнĕ) Чăваш енри пĕтĕмĕшле лару-тăрупа паллаштарнă май промышленноç кăтартăвĕсем çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ. Михаил Васильевич Чăваш енри предприятисем хăйсен продукцине паян 86 çĕршыва ăсатни пирки каланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика