01 февраля 2017 г.
Иртнĕ эрнере республикăра тата виçĕ çын шăнса вилнĕ. Инкеклĕ тĕслĕхсенчен пĕри пирĕн районта çырăннă.
Ирхине, январĕн 25-мĕшĕнче, Сăкăтра 62-ри хĕрарăма хăйĕн килĕнчен темиçе метрта тупнă.
Вилĕмле тĕслĕхсенче криминал паллисем çук.
Çанталăк сивĕ тăнă май, Раççей МЧСĕн Чăваш енри Тĕп управленийĕ асăрхаттару мерисем пирки аса илтерет: çанталăка кура тумланмалла, алкоголь ĕçме, сивĕре урамра туртма юрамасть – çакă инкек патне илсе çитерет. Хăвăра хăвăр упрăр!