28 января 2017 г.
Шкул ачине тăван тавралăха упрама, çутçанталăк пурлăхĕпе пĕлсе усă курма вĕрентесси Тăван çĕршыва, тăван тавралăха, çуралнă кĕтесе чун-чĕререн юратнинчен пуçланать. 2017 çула Раççейре Экологи çулталăкĕ тесе палăртнă. Çавăнпа эпир, Çĕрпелти вăтам шкулта ĕçлекенсемпе вĕренекенсем, Экологи çулталăкне хавхаланса кĕтсе илтĕмĕр, хамăр ума пысăк тĕллевсем лартрăмăр.
Мĕншĕн тесен этем яланах çут-çанталăк ытамĕнче пурăннă. Вăл вăрманти, улăх-çаранти, шыв хĕрринчи кашни чĕрчун, йывăç-курăк ятне кăна мар, вĕсен сиенĕ-уссине те пĕлсе тăнă. Çутçанталăкра этем тăранмалăх çимĕç те, тумланмалăх çи-пуç та, сывлăха сиплемелĕх эмел те, кунсăр пуçне, чуна йăпатмалăх килĕшÿпе илем те тупнă.
Паянхи кун вара куç умне урăхларах ÿкерчĕк тухса тăрать. Наукăпа техника аталаннă май, промышленность сарăлнăçемĕн этемлĕх хăйне ÿстернĕ «сăпкаран» – çутçанталăкран – аяккарах та аяккарах тарса пырать. Йышланакан экологи ыйтăвĕсем унăн çутă пуласлăхĕ пирки иккĕленÿ çуратаççĕ. Ку лару-тăрура ÿсекен ăрăвăн ăс-тăнпа чун пуянлăхне çутçанталăкпа килĕшÿллĕн, пур енлĕн аталантарасси вĕрентекенрен нумай килет. Çавăнпа та ял ачи тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк, чĕр-чун, йывăç-курăк ячĕсене чăвашла та, вырăсла та пĕлтĕр, вĕсен уссине чухлатăр, тăван тавралăх илемĕпе килентĕр, ăна куç шăрçине упранă пек упрама вĕрентĕр. Шкулта ачасене тĕрлĕ уроксенче, класс тулашĕнчи ĕçсенче хамăр тăрăхри çутçанталăка, чĕрчун тата ÿсен-тăран тĕнчине лайăх пĕлме пулăшакан материалсемпе паллаштаратпăр, видеофильмсем куратпăр, презентацисем хатĕрлетпĕр.
Кăрлачăн малтанхи кунĕсенче «Çутçанталăка упрама вĕренесси – кашнин тивĕçĕ» ятпа шкулта конференци ирттертĕмĕр, Экологи çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрăмăр. Пухăннисене Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн Указĕпе паллаштартăмăр, мĕнле ĕçсем туса ирттерме палăртнине сÿтсе яврăмăр. Тухса калаçакансем çак ыйту питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварчĕç. Эпир те хамăр ума çивĕч ыйтусем кăларса тăратрăмăр, вĕсене пĕрле тачă çыхăнса ĕçлесессĕн çеç пурнăçа кĕртме пултарнине çирĕплетсе хăвартăмăр. Кашни класра вĕренекен ачасемпе тăван тавралăха упрас, ăна çÿп-çапран тасатса илем кÿрес тĕлĕшпе тĕрлĕ ĕçсем тума палăртрăмăр. Пĕр саслăн пулса «Çутçанталăк, эпĕ санăн тусу!» ятлă ушкăн йĕркелерĕмĕр.
Е.ВАСИЛЬЕВА.