28 января 2017 г.
Чăваш енри 2016 çулхи эпидемиологи лару-тăрăвне хаклас пулсан, гриппа тата ОРВИпе чирлесси чакнă. А гепатитăн, В гепатитăн, С гепатитăн çивĕч формипе, вируслă вăрах гепатитпа, скарлатинăпа, çынсене чĕрчунсем çыртассипе, педикулезпа, пуçласа палăртнă туберкулезпа, сифилиспа, кĕçĕпе тата ытти хăш-пĕр чирсемпе чирлесси чакнă. Çав вăхăтрах сальмонеллезпа, дизентерипе, пыршăлăх инфекцийĕпе, энтеровируслă инфекципе, коклюшпа, менингококлă инфекципе, пневмонипе чирлесси ÿснĕ.
Вăрнар районĕпе илес пулсан, пĕлтĕр административлă территорире салмонеллезпа чылаййăн аптăранă. Инфекцие пуçараканĕ – çăмарта, чăх ашĕ, аш тата кондитер изделийĕсем.
З.ЕЖУКОВА,
врач-эпидемиолог.