Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп сывлăхшăн халăхăн хăйĕн те тăрăшмалла

28 января 2017 г.

Çирĕп сывлăхшăн халăхăн хăйĕн те тăрăшмалла

Сывлăх сыхлавĕ пирĕн пурнăçра пысăк вырăн йышăнать. Çĕр çинче врачран пулăшу ыйтман çын çук та пулĕ. Медицина тивĕçтерĕвĕн пахалăхĕ çын пурнăçĕн пахалăхĕпе, тăсăмĕпе тÿрремĕн çыхăннă. Анчах та çирĕп сывлăхлă пуласси çынран хăйĕнчен те нумай килет. Мĕн тумалла-ха унăн? Çак тата ытти ыйтусемпе паян Вăрнар район тĕп больницин тĕп врачĕпе Николай Антонович ТИНЮКОВПА калаçатпăр.

– Николай Антонович, çĕнĕ çулталăкăн иккĕмĕш уйăхне кĕретпĕр. Иртнĕ çул кăтартăвĕсене  малтанласа пĕтĕмлетсе мĕн каланă пулăттăр? Сирĕн шутпа обществăн паян мĕнле чирпе ытларах кĕрешмелле?

– Сывлăх сыхлавĕн тĕп задачи паян – пахалăхлă медицина пулăшăвĕ урлă халăх пурнăçне сыхласа хăварасси, пурнăç тăсăмне ÿстересси, вилĕмсен шутне чакарасси. Малтанласа пĕтĕмлетнĕ тăрăх (загс даннăйĕсемпе – авт.), виçĕмçулхипе танлаштарсан çынсем пурнăçран уйрăласси кăшт чакнă – 607 пулнă, анчах та пирĕн савăнма иртерех-ха. Çынсем вилнин кăтартăвĕпе Вăрнар районĕ республикăра чи япăххисен йышĕнче, муниципалитетсем хушшинче эпир рейтингра вĕçĕнчен намăсла 5-мĕш вырăна йышăнатпăр.

Эпир вилĕмĕн кашни тĕслĕхне тĕплĕ тишкеретпĕр. Çын пурнăçран уйрăлнин сăлтавĕсен тытăмĕнче пĕрремĕш вырăнта – юн çаврăнăшĕн органĕсен чирĕсем. Иккĕмĕш вырăнти сăлтав уйрăмах шухăшлаттарать: 105 çын, кашни улттăмĕшĕ вĕт, пурăнма пултарнă! Вĕсен пурнăçĕсем тулашри сăлтавсене пула татăлнă. 20-шĕ акă шăнса вилнĕ, 14-шĕ çывăрнă чухне хăсăкпа чыхăннă, 12-шĕ алкоголь суррогачĕпе наркăмăшланнă, 20-шĕ çакăннă тата ытти те.

Обществăн паянхи чи йывăр чирĕ вăл – халăх алкоголизаци. Вăрнар районĕ ку енĕпе те республикăра «малта» пырать. Уйрăмах ялсенче ку енĕпе лару-тăру çивĕч. Уйрăмах хĕрарăмсем эрехе тиркеменни хăрушă пулăм. Алкоголь ĕçни чĕре-тымар, вар-хырăм, пÿре-пĕвер, нерв тытăмĕн чирĕсене пуçарать тата аталантарать. Çакна халăх темшĕн ăнланасшăн мар. Сăмакун-эрехпех сывалатпăр текен çынсем те пур. Анчах ку çав тери йăнăш шухăш – алкоголь чиртен нихăçан та сиплемест, организма хавшатать çеç.

Районта, паллах, ку чирпе кĕрешме профилактика субъекчĕсем ĕçлеççĕ. «Фанфуриксене», сăмакун сутакансене палăртассипе тĕрĕслев вăйлă. Пирĕн врач-нарколог та ку ыйтăва тимлĕхрех тытать. Уйрăмах вăл çитĕнекен ăру çине тĕрев туни савăнтарать. Вăл час-часах шкулсенче пулать, калаçусем, тест тĕрĕслевĕ урлă çамрăксем хушшинчи лару-тăрăва тĕпчет.

– Çÿлерех асăннă тĕслĕхсем халăх хăй сывлăхĕ çине алă сулнине пĕлтермест-и?

– Тĕрĕсех. Çыннăн сывлăхĕ 90 процент харпăр хăйĕнчен килни пирки хамăр пациентсене кашнинчех ăнлантаратпăр. Сывлăхлă пуласси йĕркене мĕнле пăхăннинчен те килет-çке. Шел те, эпир паян нумай чухне çынсем харпăр хăйне пулăшассишĕн çуннине курмастпăр. Палăртнă эмелсене вăхăтра ĕçмеççĕ, тĕрĕс апатланмаççĕ, ÿт-пĕве пиçĕхтересси-çемçетессипе нимĕн те тумаççĕ, сиенлĕ йăласенчен хăтăлма тăрăшмаççĕ, тухтăрсем патĕнче вăхăтра тĕрĕсленмеççĕ.

Юлашки сăлтава пулах акă районта шыçă, туберкулез чирĕсем çивĕч аталаннă тĕслĕхсем чылай пулчĕç. Хăш-пĕрисем тухтăрсем, фельдшерсем тĕрĕсленме чĕнсе янине те хирĕçлеççĕ. Эрни-эрнипе ĕçеççĕ. Чир хуçса антарсан тин больницăна илсе килсен нумай чухне медицина та вăйсăр пулнине ăнланмаççĕ. Çынсене хăйсен сывлăхĕ çине тимлĕх уйăрас вырăнне медицинăна хурлама çăмăлрах. ,мĕре тăсасси кашнинчен килет, çавăнпа сывлăха вăхăтра тĕрĕслеттерсе тăмалла.

– Сывлăха тĕрĕслеттермелле тенĕрен, ку ĕçре диспансеризаци пысăк вырăн йышăннине пĕлетпĕр. Унăн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсем район халăхĕн сывлăхне еплерех хаклаççĕ-ха?

– Диспансеризацине тăваттăмĕш çул ирттеретпĕр ĕнтĕ. Вăл нумай çынăнне вăл е ку чире малтанхи тапхăрта тупса палăртма, тивĕçлĕ сиплев илме май пачĕ. 2016 çулхи тĕрĕслев аслă ÿсĕмри çынсенчен 24 проценчĕ кăна сыввине кăтартса пачĕ. Сывлăхăн иккĕмĕш ушкăнĕнчисем – 23 процент, вĕсен вăл е ку чир сарăлас хăрушлăх пур. Виççĕмĕш ушкăнрисем вара – 42 процент, вĕсем вăрах пĕр е темиçе чирпе аптăраççĕ.

Шкул çулĕсенчи ачасене илес пулсан чи сыввисем, пĕрремĕш ушкăнрисем 12 процент – 431 ача, иккĕмĕш ушкăнрисем 77,8 процент – 2737 ача, виççĕмĕш ушкăнрисем 8,6 процент – 304 ача.

Çак кăтартусем харпăр хăй сывлăхне пысăк тимлĕх уйăрма ыйтаççĕ. Ачасен компьютерсен умĕнчен тухса ытларах уçă сывлăшра вылямалла-кулмалла. Мĕнпур ÿсĕмри çынсен спортпа çывăх туслашмалла.

– Вăрнар больницинче врачсем çитменни пирки темиçе çул калаçрăмăр. «Земство тухтăрĕ» программăна кĕнĕренпе лару-тăру еплерех улшăнчĕ?

– Кадрсем çитменни кирек мĕнле отрасльшĕн те чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Пирĕн сферăра пушшех те. Чăн та, «Земство тухтăрĕ» программăна кĕнĕренпе малалла утăм турăмăр темелле. Унпа килĕшÿллĕн районăн сывлăх сыхлавĕн тытăмне 17 çамрăк врач килчĕç. Виççĕшĕ палăртнă вăхăта ĕçлесе татмасăрах кайрĕç пулин те, ку кăтарту япăх мар. Пĕлтĕр акă тĕп больницăра хирург, стоматолог, педиатр, онколог тата терапевт ĕçлеме пуçларĕç.

Пĕтĕмĕшле районти медколлектива 61 врач, 221 вăтам медперсонал пĕрлешнĕ. Анчах та кадрсен ыйтăвĕ татăлман-ха. Паян тата 10 врач çитмест. Чи малтанах – пĕтĕмĕшле практика врачĕсем. Паянхи куна Услапари, Рункăри, Кăмашри, Кушлавăшри, Хирпуçĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕсенче фельдшерсем çукки пăшăрхантарать.  Уйрăм специалистсенчен кардиолог вакансийĕ пур.

Шалу енчен илес пулсан иртнĕ çул врачсен вăтам шалăвĕ 29 пин тенкĕпе, вăтам медперсоналăн 14 пин те 200 тенкĕпе, кĕçĕн медперсоналăн 9–10 пин тенкĕпе танлашнă.

–  Сăнанă тăрăх, паян тимлекен врачсенчен чылайăшĕ аслăрах ÿсĕмри ĕçченсем. Вĕсем тăрук тивĕçлĕ канăва каяс тесен ыйту тата çивĕчленмест-и?

– Паян Вăрнар район тĕп больницинче пысăк опытлă врачсем тимлеççĕ, вĕсем хăйсен пĕлĕвне, ăсталăхне çамрăксене параççĕ. Пурнăç аталанăвне кура специалистсем тăтăшах квалификацие ÿстерекен курссенче пĕлĕве тарăнлатаççĕ, медицинăпа ирттерекен тĕрлĕ семинарсене хутшăнаççĕ, дистанцилле курссенче ăсталăха ÿстереççĕ.

Эпир хамăр кадрсене хаклатпăр. Вĕсем коллективра ытларах тăрăшчăр тетпĕр. Паян пирĕн йышра пенси çулне çитнисем 19 врач. Вĕсем хăйсен кăмăлне кура кирек хăш вăхăтра та канăва кайма пултараççĕ. Çавăнпа та тивĕçлĕ смена хатĕрлесси – тĕп ыйтура. Çулсерен Чăваш патшалăх университетне çамрăксене тĕллевлĕ вĕренме яратпăр. Паянхи куна ку мелпе аслă шкулта çиччĕн вĕренеççĕ. Вĕсене уйăхсерен 1 пиншер тенкĕ стипенди хушса тÿлетпĕр.

Тĕрĕссипе, Вăрнар тăрăхĕнче медицина пĕлĕвне илнĕ тата илекен çамрăксем сахал мар, анчах та вĕсем тăван тăрăха темшĕн таврăнасшăн мар.

– Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче юлашки çулсенче чылай улшăну пулса иртнĕрен халăха больницăн малашлăх шăпи те кăсăклантарать...

– Чăн та, наци проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăри медицина учрежденийĕсенче тĕрлĕ улшăнусем пулса иртрĕç. Тÿрех калатăп, çывăх вăхăтра улшăнусем пулмалла мар. Эпир хирурги, инфекци, гинекологи, терапи-неврологи, реанимаци тата ача-пăча уйрăмĕсенчи койка-вырăнсене сыхласа хăваратпăр, вĕсем эффективлă ĕçлеччĕр тесе тăрăшатпăр. Çынсем сиплеве вăхăтра илме пултарччăр.

Çавăн пекех поликлиника, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ çумĕнче стационарлă койкăсем пур. Вĕсен меллĕхне нумай çын туйса илчĕ ĕнтĕ.

Чирлисене хăтлă условисенче йышăнас, врачсене ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса парас тĕллевпе юлашки вăхăтра чылай ĕç пурнăçларăмăр. Чи пĕлтерĕшлисем, паллах, ялсенче уçнă фельдшерпа акушер пункчĕсем. Кăçал Чăваш ен Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн  Малти Ишекре çĕнĕ ФАП тума тытăнмалла.

Район тĕп больницин корпусĕсене чылай çĕнетрĕмĕр. Терапи уйрăмĕн тăррине юсама, чÿречисене улăштарма кăçала 5 миллион тенкĕ уйăрнă.

– Пирĕн вулакансене мĕн сĕннĕ пулăттăр?

– Сывлăх – чи хаклă пурлăх. Ăна упрăр. Хăвăр сывлăхшăн кашни кун тăрăшăр. Чир аптăратсан хăвăр тĕллĕн нихăçан та ан сипленĕр. Тухтăр канашĕ-сĕнĕвĕсене тĕплĕ пурнăçлăр. Çакăн чухне кăна кăтартусем ырă пулĕç.

– Калаçушăн тав.

Светлана ЧИКМЯКОВА

калаçнă. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика