Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхсене парăнман

25 января 2017 г.

Тимĕрçкасси ялĕнче 64 кил, анчах 30 килте кăна пурăнаççĕ, ытларахăшĕнче пенсионерсем.

1859 çулхи перепиçре Тимĕрçкасси ялне Кĕçĕн Кипек околодокне кĕртнĕ. Ун чухне ял 89 килтен тăнă. 1882 çулта ялта 938 çын пурăннă. Вĕсен шутĕнче арçынсем 448, хĕрарăмсем 490. 1930 çулта кил шучĕ 91-не çитнĕ, çынсен шучĕ 890 пулнă. 1939–1940 çулсенче ял çыннисем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене нумай тухса кайнă. Уйрăмăнах 1956 çулта пĕр эрнере 16 хуçалăх чакнă. Ытти çулсенче те ял çыннисем Çĕпĕре куçнă, анчах çак çулхи пекки пулман. Сахал халăхпах колхоз çĕрĕ çинче тырпул, çĕрулми туса илнĕ, патшалăха панă. Пурнăç йывăр пулнă, анчах колхозниксем пур ĕçе те вăхăтра тума тăрăшнă.

Çынсен шутне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пушшех чакарнă, уйрăмах арçынсен йышне. 1941 – 1944 çулсенче вăрçа 82 çын кайнă, 65-шĕ каялла килеймен. Ялта юлнă хĕрарăмсемпе ачасем тата вăрçа илмен арçынсем кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ.

Манăн уйрăмах Екатерина Андреевна Андреева пирки асăнса хăварас килет. Вăл, 1909 çулта çуралнăскер, 7-рех тăлăха юлнă. Амăшĕ ача çуратнă чухне вилнă. Ашшĕ хуçалăха пĕччен тытса пыма тата ачасене ÿстерме йывăр пирки тепĕр хут авланнă. Анчах пурнăçĕ малалла тĕрĕс-тĕкел пыман. Амаçури амăшĕ те çĕре вăхăтсăр кĕрет. Ашшĕ те нумаях пурăнайман, вăл та чирлесе вилнĕ.

Хăр тăлăха юлнă чухне Кĕтерне 10-ра пулнă. Аккăшĕ – Матĕрне – Упи таврашне кĕтÿ кĕтме тухса кайнă. Пиччĕшне, Кирила, ача çуртне яраççĕ. Кĕтернене Уйкас Кипекре усрава илнĕ. Анчах Кирилл ача çуртĕнче нумай пурăнаймасть, ăна Туçи Çармăсри Юкур пичи усрава илнĕ. Кĕтерне Уйкас Кипекре нумаях пурăнаймасть, кукамăшĕ патне Тимĕрçкассине таврăннă. Кукамăшĕ чирлесе вилсен ялти Антун çемйи хĕр пулманран Кĕтернене хăйсем патне илнĕ.

Хитре сăнлă, кĕлеткипе пулнă хĕре ялти каччăсем нумайăшĕ куç хываççĕ, анчах вăл Петр Иванович Ивановна кăна юратса пĕрлешет. Çемье уйрăлса тухать.

Екатерина Андреевнăпа Петр Иванович 6 ачана кун çути парнелеççĕ. Анчах виççĕшĕ çамрăклах чирлесе вилнĕ. Çемьене тата тепĕр пысăк хуйхă пырса çапать. Усал, ирсĕр вăрçă ăна юратнă мăшăрĕнчен уйăрать.

Вăрçă пуçланнă пуçланманах Петр Ивановича фронта илнĕ. Вăл Украина фронтне, Харьков çывăхне лекет. Кунта вĕсем кÿршĕ ял каччипе Моисей Ивановичпа пĕрле çапăçаççĕ. Петр Ивановича нимĕç снарячĕ тĕп тăвать. Моисей Иванович тыткăна лекнĕ, кайран – концлагере. Екатерина Андреевна 3 ачапа  тăрса юлать: Панюк – 1931, Нина – 1939, Костя 1941 çулта çуралнă.

Пурнăç малалла шунă, колхозра ĕçлемелле, ачасене пăхмалла пулнă. Екатерина Андреевна лашапа Вăрнара тырă турттарнă. Пĕчĕк Костьăна никампа хăварма май çук пирки, пĕрле илсе çÿреме тивнĕ.

Вăрçă чарăннă. Ачасем ÿссе тĕрекленнĕ. 1957 çулта Панюк Çĕпĕре тухса кайнă. Красноярск крайĕнче, Еловка ялĕнче тĕпленнĕ. Нина Кĕçĕн Кипеке качча тухса 2 ача çуратать. Çак ялтах чирлесе çĕре кĕрет. Костя 7 класс вĕреннĕ, анчах малалла вĕренме май килмен. Колхозра конюхра ĕçленĕ. 1961 çулта кумăшĕ, Киров тата Воронеж облаçĕсенче ĕçленĕскер, Костьăна хăйпе пĕрле илсе каять. Унта вăл 2 çул ĕçлесе пурăнать. 1963 çулта ăна салтака илеççĕ. Хыççăн Тюмень облаçĕнче 1972 çулччен ĕçлесе, тракториста вĕренсе, вăрман турттарса пурăнать.

1972 çул вĕçĕнче амăшĕ чирлĕ пирки яла таврăнать. Колхоза тракториста вырнаçать. 1975 çулта Пăваяль хĕрĕпе Любовь Ксенофонтовнăпа пĕрлешеççĕ. 3 ача çуратса пăхса çитĕнтереççĕ. Пĕр вăхăт лавккана сутуçăна вырнаçать. Кайран ферма ертÿçинче тимлет. Ферма районта лайăххисен шутне кĕрет. Çавăнпах Хисеп грамотисене тивĕç пулать. Канăва тухсан та колхоз ĕçне пăрахмасть, 2005 çулчченех  бригадăра вăй хурать. 

Халĕ 75 çул тултарнă пулсан та мотоблокпа утă çулать. Апай пек 96 çула çитиччен пурăнасчĕ тесе ĕмĕтленет. Кашни çуркунне е кĕркунне урам тăрăх йывăçсем лартать, хурт-хăмăр усрать. Хăнана пырсан пылпа хăналать. Мăшăрĕ, Любовь Ксенофонтовна, юрра пит ăста. Илемлĕ, çепĕç юрри пурне те тыткăна илет, пĕрле хутшăнса юрлама хистет. Ятлă сумлă çынсенчен пĕри вăл Константин Петрович.

Василий ИВАНОВ.

Тимĕрçкасси.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика