Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăх ыйтăвĕсемпе

25 января 2017 г.

Мускавра «Единая Россия» партин XVI отчет-суйлав съезчĕ иртнĕ.

Съезд делегачĕсем Дмитрий Медведева çĕнĕ пилĕк çуллăх тапхăра парти председательне пĕр саслăн суйланă. Вĕсем çавăн пекех Аслă Канашăн председателĕн Борис Грызловăн тата Генеральнăй Канашăн секретарĕн Сергей Неверовăн полномочийĕсене çирĕплетнĕ.

Пленарлă лару ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă.

Ларăва уçнă май парти председателĕ Дмитрий Медведев Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн салам сăмахĕсене вуласа панă. Президент «Единая Россия» суйлавра çĕнтернĕ май чăтăмлă пулнине тата ыттисене хисепленине кăтартнине, ертсе пыракан политика вăйĕн çак пахалăхсемпе уйрăлса тăмаллине палăртнă. Форумра парти председателĕ доклад тунă, партин 5 çулти тапхăрти ĕçне, 2016 çулхи суйлав кампанине, «Единая Россия» фракцин Патшалăх Думинчи ĕçĕн малтанхи уйăхĕсене пĕтĕмлетнĕ, суйлав умĕнхи программăн тата Президент çырăвне пурнăçа кĕртмелли çулсене сÿтсе явнă.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев регионсенче пурăнакансем «Единая Россия» партие лайăх пĕлнине каланă. «Съездăн площадкисенче федераци министрĕсем хутшăннипе малашлăх аталанăвĕн çул-йĕрне сÿтсе яврăмăр, вĕсем федераци тата регионсен бюджечĕсенче те вырăн тупнă», – пĕлтернĕ Чăваш ен Пуçлăхĕ. Михаил Игнатьев «Единая Россия» проекчĕсем регионсенче ăнăçлă пурнăçланнине палăртнă. Программăн çĕнĕ енĕсем çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатма, çамрăксене хăйсене туллин кăтартма пулăшнине систернĕ.

РФ Патшалăх Думин депутатне Алена Аршиновăна Генеральнăй канаша тепĕр хут суйланă. Унăн йышĕнче Чăваш ен чысне малашне Елчĕк районĕнчи вырăнти уйрăмăн секретарĕ, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин та хÿтĕлет.

Палăртни вырăнлă, ĕçĕн пĕрремĕш кунĕнче дискусси 7 площадкăра – вĕсен ячĕсем партин суйлав программин пункчĕсемпе пĕр килеççĕ – çĕршыв аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Унта Чăваш енрен ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ, вице-спикер Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Ирина Клементьева, Патшалăх Канашĕнчи фракци ертÿçи Вячеслав Рафинов, парти председателĕн регионри общество йышăну пÿлĕмĕн ертÿçи Николай Николаев, çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршиновăпа Леонид Черкесов хутшăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика