25 января 2017 г.
Кăшарни кунне шыва кĕрекен çын хăйĕн çан-çурăмне çĕнетет, тенĕ ĕлĕкхи çынсем. Çакна аса илсех тăраççĕ Хапăсра тата Анаткас Хапăсра пурăнакан йĕкĕтсем.
Вĕсем кашни çулах Алтакки пĕвинче вак касса хатĕрлеççĕ, пачăшкăна чĕнсе çветтить тутараççĕ.
Хапăспа Анаткас Хапăс ялĕсенче пурăнакан çынсем Кăшарнинче çемйи-çемйипех, тăванĕ-пĕтенĕсемпе шыва кĕме, шăм-шака çирĕплетме килеççĕ. Çамрăксем çыран хĕрринче кĕрсе чей ĕçмелли çурт туса хатĕрленĕ. Уйрăмах çакăнта тăрăшакан çамрăксен ячĕсене палăртса хăварас килет, вĕсем: Денис Сюмайкин, Николай Осипов, Стас Седлецкий, Игорь Орлов, Павел Арбузов, Амвросий Сюмайкин, Артем Белков, Алексей Белков, Борис Константинов. Эпир Кăшарнинче шыва кĕрсе сывлăха çирĕплетнĕшĕн çак çамрăксене ырлăх та сывлăх, телей сунатпăр.
Ял-йыш.