25 января 2017 г.
Çут тĕнчене пĕрре çеç килетпĕр. Кама мĕнле шăпа çырса панă – ăна никам та пĕлмест. Шел пулин те, хальхи вăхăтра чылай арçын утмăл е çитмĕл çула çитмесĕрех пурнăçран уйрăлса каять. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Тĕпрен илсен вĕсем тĕрлĕ чирсемпе çыхăннă: юн çаврăнăшĕн тытăмĕ, сывлав органĕсем тата ытти те. Çул çинчи инкексенче вилекенсем те, харпăр хăй çине алă хуракансем те пур.
Пытармалли çук, арçынсен вилеслĕхĕ хĕрарăмсенчен пысăкрах. Этемлĕхĕн вăйлă çурри ялсенче ÿсес вырăнне чакать кăна. Çавăнпа та хĕрарăмсем тăлăха тăрса юлаççĕ, вĕсен пурнăç йывăрлăхне пĕтĕмпех хăйсен хулпуççийĕ çине тиеме тивет. Ачана пĕччен ура çине тăратма çăмăл мар паллах. Тепре çемье çавăрас – ялĕнче тивĕçлĕ арçын çук: е ĕçкĕ енне туртăннă, е хăйсен мăшăрĕсем пур. Ирĕксĕрех ыйту тухса тăрать: кама качча тухмалла? Çирĕмрен иртнĕ хăшпĕр хĕрсем те çемье çавăрма йĕркеллĕ каччă тупаймаççĕ пулсан, аслăрах çулсенчи хĕрарăмсем тепре качча каяйманнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Халĕ Чăваш енре хĕрарăмсен шучĕ арçынсенчен чылай пысăкрах пулнине пурте тенĕ пекех пĕлеççĕ-тăр.
Тĕрĕссипе, çут тĕнчене арçын ача ытларах килет. Çулсем иртнĕçемĕн вара этемлĕхĕн вăйлă çурри чаксах пырать. Арçынсен сывлăхĕ, чирлеслĕхĕ тата вилеслĕхĕ биологи тата ытти факторсемпе те çыхăннă. Каччăсемпе арçынсем пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратакан профессисене, хĕрарăмсемпе танлаштарсан, ытларах суйласа илеççĕ. Çавăн пекех вĕсем сывă пурнăç йĕркине те малти вырăна хумаççĕ, физкультурăпа туслашас вырăнне пушă вăхăта эрех-сăра ĕçсе ирттереççĕ. Паллах, пирус туртни те сывлăх çине витĕм кÿрет. Наркотик тутанни те ырри патне çитермест. Сиенлĕ йăларан вара, пĕр хăнăхсан, уйрăлма питех те йывăр. Эрех-сăрапа иртĕхни пурăнас куна кăна пĕтерет. Чĕлĕме çăвартан вĕçертменни те тĕрлĕ чир-чĕр çуратма пултарать.
Арçынсем, хĕрарăмсемпе танлаштарсан, тухтăрсем патне тĕрĕсленме пит каясшăнах мар. Хăшĕсем хăйсен сывлăхне вунă-вунпилĕк çул та тĕрĕслеттермеççĕ. Унтан-кунтан ыратакан тупăнсан çапларах çеç калаççĕ: «Тепĕртакран хăех иртсе кайĕ-ха». Чир аптратса çитерсен кăна больница алăкне уçаççĕ.
Пĕр тĕслĕх çинче чарăнса тăрасшăн. Хам лайăх пĕлекен мăшăрсем вунă çул ытла пĕрле пурăнаççĕ. Апла пулин те вĕсен килĕнче ача сасси илтĕнмест. Хĕрарăм тухтăрсем патĕнче темиçе хутчен те пулнă, хăйĕн сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеттернĕ. Ăна пурте йĕркеллех пулнине систернĕ. Çавăнпах юратнă çыннине тĕрĕсленме кайма сĕннĕ. Анчах та кил хуçи арçынĕ хирĕçленĕ. Унăн сăмахĕ кĕске иккен: «Эпĕ сывă çын». Пĕр-пĕр тăлăха усрава илесси пирки те калаçса пăхнă, анчах та ют çын ачине пăхасшăн мар.
Çапла, ача пулмасан арçынсем чылай чухне хĕрарăмсене çеç айăплама пăхаççĕ. Хăйсене вара пур енчен те йĕркеллех тесе шутлаççĕ. Йăнăшмаççĕ-ши вĕсем?
Пурнăç пĕр вĕçĕмсĕр малаллах шăвать. Çулсем кайнăçемĕн кирек камăн та сывлăхĕ хавшать. Упранма тăрăшсан кун-çул та вăрăмрах пулĕ, çемьере йыш та хушăнĕ. Пĕтĕмпех хамăр алăра.
Юрий КОРНИЛОВ.