Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллевлĕ тимлеме хистет

21 января 2017 г.

Ĕнер, январĕн 20-мĕшĕнче, Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тата Чăваш ен халăхĕ патне тухнă Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Унта вăл республика, халăх пурнăçĕн аталанăвĕн тĕрлĕ сферине тĕплĕн çутатрĕ. Ку таранччен пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, малашне тумалли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ, пурне те пĕрлешсе ĕçлеме чĕнсе каларĕ.

Çырупа паллаштарнине итлеме Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне район пуçлăхĕ Геннадий Спиридонов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ертсе пынипе вăрнарсен пысăк делегацийĕ те хутшăннă.  Вăл шутра  – пирĕн «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ Вячеслав Николаев та.

Леонид НИКОЛАЕВ,

район администрацийĕн пуçлăхĕ:

– Чăваш ен Пуçлăхĕ  Михаил Игнатьев хăйĕн çулленхи Çырăвĕнче социаллă политикăри, вĕрентÿри, культурăри, спортри, туризмри тата ытти отрасльти çивĕч ыйтусене хускатрĕ. Тĕп задачăсенчен пĕри – республикăна инвестицисене илĕртессине аталантарасси.  Цифрăсене палăртнă. Пирĕн района илес пулсан, предприятисем ку енĕпе тимлесе ĕçлеççĕ. Уйрăмах «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалне ырламалла.

Паллах, регион Пуçлăхĕ аталанушăн кирлĕ ыйтусем лартать. Тĕп задачăсен шутĕнче çавăн пекех агроклассем туса хурасси. Михаил Игнатьев вĕсем кашни районтах хăть пĕрер пулмаллине аса илтерчĕ. Вăрнар районĕнче ăна аш-какай комбиначĕпе пĕрлешсе йĕркелеме май пур. Çитĕнекен ăру ачаранах çĕр ĕçĕ пархатарлине туйса ÿстĕр.

Вĕренÿ сферинчи çитĕнÿсемпе паллаштарнă май, Михаил Игнатьевăн сăмахĕсенче вăрнарсемшĕн те савăнмалли пулчĕ – поселокри 2-мĕш шкул виççĕмĕш çул Раççейри чи лайăх 200 ял шкулĕ йышне кĕме пултарчĕ. Вĕсен ку çитĕнĕвне 1 млн тенкĕпе хавхалантарни те çав тери паха.

Çул ыйтăвĕсем те çивĕч тăраççĕ. Михаил Игнатьев кăçал ку енĕпе плансем пысăк пулнине каларĕ. Хамăр районта акă 2017 çулта федераллă программăпа Çĕн Сăрьел, республика программипе Хапăс тата Çавалкас ялĕсенче çулсем тума палăртнă. 2020 çулччен çавăн пекех Шăхальте, Санарпуçĕнче, Çăкаллă Явăшра, Малти Ишекре, Хурăнсур Çармăсра, Кив Шуртанта çулсем çĕнелмелле.

Палăртнă задачăсене  пурнăçлама пулать. Çакăн валли пурин те пĕрле тăрăшмалла.

Татьяна ЕФИМОВА,

Калининăри вăтам шкул директорĕ:

– Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн черетлĕ Çырăвĕнче кăçал та нихăш сферăна та, нихăш отрасле те тимлĕхсĕр хăвармарĕ.

Паянхи Çырура та Михаил Игнатьев чăваш çыннисен пурнăçне лайăхлатассине тĕп вырăна хучĕ. Кашни çыннăн  яваплăха туйса ĕçлемеллине палăртрĕ.

2017 çула Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкĕ тесе палăртни çав тери лайăх. Ашшĕ-амăшĕн ачисене çирĕп ăс-тăн, кăмăл-сипет енчен тĕрĕс воспитани пани çĕршыва тата вăйлатма пулăшĕччĕ. Пирĕн паян ачасен тĕрĕс воспитанийĕшĕн тăрăшмалла, вĕсене тÿрĕ çултан пăрăнассине асăрхаттармалла. Чăваш ен Пуçлăхĕ Çырура республикăра преступлени тăвасси 12 процент чакнине палăртрĕ. Пирĕншĕн вĕсем пачах та пулманни пысăк кăтарту пулĕччĕ.

Вĕрентÿ енĕпе илес пулсан, Михаил Игнатьев ку тытăма аталантарас  енĕпе пысăк ĕçсене палăртрĕ. 2025 çул тĕлне 23 çĕнĕ шкула хута ямалла тата çĕнетсе улăштармалла. Тăрăшса ĕçлекен коллективсене малашне те пулăшса пырассине палăртрĕ.

Михаил Игнатьев агроклассем уçассине тĕп вырăна хучĕ. Пирĕн шкулсенче хальлĕхе агроклассем çук, анчах та ял ачисем çĕр ĕçне лайăх пĕлеççĕ. Паллах, ку тытăма  наука  тĕлĕшĕнчен те  лайăх пĕлмелле.

Çыру  хамăр республика аталанăвĕшĕн пурне те çанă тавăрса ĕçлеме хистет. Ун чухне тин халăх пурнăçне çÿллĕ шая çĕклеме пулать. Хамăр çĕре юратсан кăна вăйлă пулăпăр. Аслисене хисеплемелле. Ĕçе юратмалла: кахаллăх çынна этем пулма кансĕрлет, ÿркенмен çын кăна малалла каять.

Хамăр район, республика малалла кайтăр тесен пуçлăхсене вĕсем лартнă тĕллевсене пурнăçлама пулăшмалла. Никамăн та «район пуçлăхĕ мĕн тăвать темелле мар, ман та хутшăнасчĕ» темелле. Лава пĕччен туртма йывăр. Пурин те чышкăри пек пĕр чăмăрккара пулмалла, çакăн чухне пурне те çăмăл пулĕ.

«Пулни асра, пуласси ăсра» терĕ Михаил Игнатьев республика халăхĕшĕн тунă тата тумалли ĕçсем пирки. Ыррине суккăр çын кăна курмасть, тиркешме тытăнать. 

Пирĕн вĕсене курма, тивĕçлипе хаклама вĕренесчĕ,  çĕршыв аталанăвне кашнин тÿпе хывмаллине ăнланасчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика