Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕм ĕç – йĕркелĕхе сыхлас тĕлĕшпе

21 января 2017 г.

Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем иртнĕ çулхи кăтартусене пĕтĕмлетрĕç. Пĕрлехи канашлăва Шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи министерствин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслекен управленийĕн пуçлăхĕ  Денис Шакуров полици полковникĕ, Вăрнар район прокурорĕ юстици аслă советникĕ  Ильфак Мифтахутдинов,  район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, ыттисем хутшăннă. 2016 çулхи ĕç-хĕлпе полицин «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕ Андрей Губанов паллаштарнă.

Районсем хушшинчи «Вурнарский» пай преступноçпе кĕрешессипе, йĕркелĕхе тата общество хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе пĕлтĕр те тимлĕ ĕçленĕ. Йышăннă мерăсене пула оперативлă лару-тăру çирĕп асăрхавра пулнă. Районта обществăлла йĕркене кĕрет пăснă,  экстремизмла, нацизмла курайманлăхпа, юриех чĕртсе çунтарассипе çыхăннă преступленисем пулман.

Пĕтĕмĕшле икĕ районпа преступленисен шучĕ чакнă – 404 пулнă. Пирĕн районта 288. Анчах та йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисем ÿснĕ: 4,9 тата 41,7 процент. Вĕсем сывлăха юриех сиен кÿнипе çын вилнипе (3 пулнă), мăшкăлланипе (4) тата ар сĕмĕллĕ ĕçсемпе (8) çыхăннă. Мушенникла ĕçсем нумайланнă – 25 пулнă.

 Ял поселенийĕсемпе илес пулсан  Мăн Турхан (2016 çулта – 15, 2015 çулта – 8), Уйкас Кипек  (10–3), Пăртас (16–10), Çавалкас (5–0), Вăрманкас (11–5) ял, Вăрнар хула (123–101) поселенийĕсенче правăна хирĕçле ĕçсем ытларах çырăннă. Преступленисен пысăк пайĕ вăрланипе (35,4 %) çыхăннă.

Профилактика ĕçне вăйлатнăран юриех вĕлернĕ тĕслĕхсене 60, хĕненине 17,2, çаратассине 40 процент чакарма май килнĕ.

Отчетлă тапхăрта пăшалпа саккунсăр усă курнине виçĕ тĕслĕх, наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă виçĕ тĕслĕх тупса палăртнă. Экономикăри 32 преступление шута илнĕ, вĕсенчен 11-шĕ – коррупцилле ĕçсем.

Преступленисен пысăк пайне 100 проценчĕпех уçса панă. Унчченхи çулсенчи 7 ĕçе вĕçленĕ. Службăпа шырав йытти 34 преступление уçăмлатма пулăшнă. Анчах та туллин уçса паман преступленисем те пур. Вĕсем, тĕпрен илсен, вăрланипе çыхăннă тĕслĕхсем.

Преступленисемпе право йĕркине пăсассине асăрхаттарассипе  учетра тăракан çынсемпе тĕллевлĕ ĕçленĕ. Кунашкаллисем Вăрнар районĕпе 192, вĕсенчен 25-шĕ тĕлĕшпе административлă асăрхав çирĕплетнĕ.

Андрей Губанов палăртнă тăрăх, уголовлă саккуна пăсакансенчен ытларахăшĕ – ниçта та ĕçлемен, унччен судпа айăпланнă, çавăн пекех алкогольпе туслă çынсем. Кашни иккĕмĕш преступление ÿсĕрле туни паллă. Çавăнпа та пĕлтĕр ку енĕпе ĕçе вăйлатнă. 1624 факта çиеле кăларнă. Хăрушсăрлăх требованийĕсене тивĕçтермен алкоголь продукцине саккунсăр сутнăшăн хамăр районта пилĕк преступление регистрациленĕ. /сĕр çынсем е вĕсем тĕлĕшпе преступленисем тăвассине асăрхаттарса эрнесерен «Участок» оперативлă-профилактика мероприятийĕсем ирттернĕ. Пĕлтĕр обществăлла вырăнта 68 преступление шута илнĕ: 30-шĕ вăрланипе, 11-шĕ хĕненипе, 2-шĕ тапăнса çаратнипе, 2-шĕ транспорт хатĕрне илсе тарнипе, 2-шĕ çын сывлăхне юриех вăтам сиен кÿнипе, 1 вĕлерессипе хăратнипе тата ыттипе çыхăннă.

«Ку ыйту çивĕч пулнăран ĕçе кăçал та вăйлатмалла, профилактикăн мĕнпур субъекчĕн, культура, сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ учрежденийĕсен, ĕç коллективĕсен, мĕнпур халăхăн пĕрлешсе ĕçлемелле» – палăртнă полицин «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕ.

Обществăлла хăрушсăрлăха тивĕçтерес тĕллевпе районта тĕллевлĕ профилактика программисем ĕçлеççĕ, вĕсене ку енĕн пĕтĕм субъекчĕсем хастар хутшăнаççĕ. «Пурнăç ĕç-хĕлĕн хăрушсăрлăхне ÿстересси» муниципаллă программăпа çыхăннă мероприятисене пурнăçлама 562 пин тенкĕ уйăрнă.

Иртнĕ çулта ГИБДД учетне шутламасăр 1898 административлă ĕç пуçарнă, штраф тÿлеменнисем тĕлĕшпе 96 протокол çырнă. Айăплав вырăнне административлă арест мерисемпе усă курнă – пĕтĕмпе 287 тĕслĕх. Дежурнăй чаçе право йĕркине пăснăшăн тата преступлени тунăшăн 815 çынна илсе пынă.

Патшалăх тивĕçтерĕвĕсене электронлă майпа илесси ÿснĕ. Нумай функциллĕ центрсемпе пĕрлешсе ĕçлесси çÿллĕ шайра.

Ведомство хаклавĕ тăрăх, районсем хушшинчи «Вурнарский» пай республикăри 17 ОВД хушшинче 5-мĕш вырăн йышăнать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика