21 января 2017 г.
Олег Леонидович Никитина Вăрнарти чукун çул вокзалĕн территорийĕнче час-часах курнинчен тĕлĕнмелли çук. Юлашки икĕ çулта вăл ку тĕлте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тата Афганистанпа Чечняри хирĕçтăрусенче пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса часавай çĕклесе лартас шухăша пуçĕнчен пĕрре те кăлармасть.
Часавай тума палăртнине кăтартакан табличкăна юртан тасатаканскерпе калаçу вăрăма тăсăлчĕ. ,ç вырăнтан тапраннă-ха, анчах та пуçаруллă арçынна шухăшлаттаракан ыйтусем пурри тÿрех курăнать. Чи çивĕччи, паллах, укçа-тенкĕ çитменни.
Объектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 2,5 миллион тенкĕ. Никĕс валли кăна сметăпа 165 пин тенкĕ пăхнă. Çулла ку енĕпе 42 пин те 316 тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Пĕтĕмпе вара хальлĕхе ниме укçи 38 пин те 900 тенкĕ пухăннă.
Ырă çынсем пĕтмен-ха. «Наше дело» тулли мар яваплă общество ертÿçи Сергей Витальевич Андреев акă ултă кубла метр бетонпа тÿлевсĕрех тивĕçтернĕ. Олег Никитин паян ку ĕçе тÿпе хывнă «Вурнарская» МСО директорне Иван Сандомирова, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорне Владимир Свешникова, «Старко» фирмăн коммерци директорне Олег Аванские, «Пограничное братство» обществăлла пĕрлешÿ представительне Анатолий Шорникова, Олег Иваничев офицер-пограничника, Канаш районĕнчи Владимир Пантелеймонов уйрăм предпринимателе, ку районти Чечня вăрçинче пуçне хунă Руслан Желудкинăн ашшĕ-амăшне, Вăрнар çамрăкне Роман Волкова, уйрăм предпринимательсене Валентина Терентьевапа Алина Ефимована тав сăмахĕ калать.
Поселокра пурăнакан пенсионеркăна Анастасия Ивановна Старовойта уйрăммăн тав туни те ахальтен мар – вăл кашни уйăхра часовня тума уçнă ыркăмăллăх счечĕ çине 500-шер тенкĕ куçарать. Мĕнешкел уçă кăмăл вĕт.
Олег Леонидовичăн патриотизмла çак шухăшĕ ăнсăртран çуралман. Нумай çул вăл оркестрта вылянă. Уйрăмах ун чĕринче районти виçĕ ялта подводниксене пытарнă чухнехи хурлăхлă самантсем тарăн йĕр хăварнă. Афганистанран, Чечняран цинк тупăксем килнине пĕлсен чунĕ макăрнă унăн. «Çакнашкал паттăрсен ячĕсем ĕмĕр-ĕмĕр халăх асĕнче пулмалла», – шутланă ун чухне вăл.
– Çын икĕ хутчен вилет: пĕрре – шăпа çырнипе, тепре – çынсем ун çинчен вуçех манса кайсан. Паллах, Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче вăрçă паттăрĕсене эпир чыслăн аса илетпĕр, ытти чухне, шел те, нумайăшĕ паян эпир кам тивлечĕпе мирлĕ тÿпе айĕнче пурăннине вуçех манать. Пирĕн тĕллев – çак çитменлĕхе пĕтересси, – тет Олег Леонидович.
Унăн хăйĕн ашшĕ те вăрçă паттăрĕсен ретĕнчен – Леонид Семенович Никитин тăван тăрăха çĕнтерÿпе таврăннă. Аслашшĕ – Антон Михайлович Михайлов вырăс-яппун вăрçинче хăрах алăсăр тăрса юлнă.
Олег Никитинăн пуçарăвĕ – пархатарлă, калама çук пысăк патриотла утăм. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи районти кашни çемьере хурлăхлă йĕр хăварнă, эппин, кашни çемьере, кашни ертÿçĕре астăвăм, хисеплĕх туйăмĕ пулмалла пек. Часавай – пĕтĕм район çыннишĕн, темиçе ăру валли-çке. Ăна çĕклесе хута ярас ĕçе кашниех тÿпе хывма пултарать. Кăмăл тăвакансем укçана «Россельхозбанкра» е «Чувашкредитпромбанкра» уçнă ыркăмăллăх счечĕсем çине куçарма пултараççĕ. Çавăн пекех Вăрнар почтамтĕнче ятарлă ешчĕк çакнă.
Ырă пуçарăва путланма парар мар – строительствăна май килнĕ таран пулăшасчĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Реквизитсем:
АКБ «Чувашкредитпромбанк» ПАО
428000, Россия, Чувашская Республика, г.Чебоксары, Московский проспект, д.3. ИНН 2129007126, КПП 213001001, ОГРН 1022100000064, БИК 049706725, к/с 30101810200000000725
Никитин Олег Леонидович 40817810311070010521
Чувашский РФ АО «Россельхозбанк» г.Чебоксары
БИК 049706752 к/с 30101810600000000752