21 января 2017 г.
Çĕрпел ялĕнче пурăнакан Надежда Ванюшинăна палăртнине пурнăçа кĕртмешкĕн, çутă ĕмĕт-тĕллев патне çирĕппĕн утмашкăн юрă-ташăпа туслă пулни питех те пулăшать.
– Эпĕ Çĕрпел шкулĕнче вунпĕр çул вĕрентĕм. 25 ача пĕр класра пĕлÿ тухаттăмăр. Туслăччĕ эпир, арçын ачасем хĕр ачасене кÿрентернине ас тумастăп, – пуçларĕ калаçăва Надежда Николаевна. – Уроксем вĕçленсен те киле кайма васкамастăмăрччĕ, пĕрле пуçтарăнса пĕр-пĕр мероприятие хатĕрленесси пирĕншĕн пысăк савăнăçчĕ. Класри ултă хĕр ача обществăлла ĕçсенче уйрăмах активлăхпа палăраттăмăрччĕ. Уяв каçĕ е концерт хатĕрленмелле-и, – каçхи пиллĕк е ултă сехетченех хамăр класра ларма хатĕрччĕ. Çĕнĕ юрăсем вĕренеттĕмĕр, сăвă такăнмасăр калама хăнăхаттăмăр. Кичемленсе ларма вăхăчĕ çукчĕ. Шкул çулĕсенчех ялти клуб сцени çинче спектакльте вылянă. Курма пынисем тăвăллăн алă çупни хавхалану хушнă паллах. Çапла, шкул çулĕсенчех çунатланнă, çаврăнăçулăхпа ăсталăха туптасан çеç пурнăçра малалла кайма май пуррине ăнланса илнĕ.
Надежда Ванюшина аслă классенче вĕреннĕ вăхăтра хуткупăспа та калама хăнăхнă.
– Асатте хуткупăса час-часах алла тытатчĕ. Эх, шăрантаратчĕ вара илемлĕ кĕвĕсем. Çакă мана тыткăна илетчĕ. Вăл пÿртре çук чухне хуткупăса туртма пуçлаттăм. Малтанах кĕвĕсем йĕркеллĕ тухмастчĕç, кайрантарахпа çăмăллăнах выляма тытăнтăм. Килте никам чăрмантарман самантра музыка инструментне тăсса ларнипе çеç çырлахас килместчĕ, чуна ăшăлăх кĕртме тесе юрăсем те юрлаттăм, – калаçăва тăсрĕ Надежда Николаевна.
Вăл тăххăрмĕш класс хыççăн Шупашкарти музыка училищине кайса пăхнă. Анчах пур тĕрĕслев витĕр те ăнăçлă тухайманран вĕренме кĕреймен. Апла пулин те хĕр хуçăлса ÿкмен, культура ĕçченĕ пулас ĕмĕте пăрахăçламан, вунпĕр класс пĕтерсен Çĕрпÿри культура училищине кайнă, оркестр уйрăмĕнче вĕренме пуçланă. Кайрантарахпа, ушкăнра каччăсем кăна пулнăран, тепĕр уйрăма куçнă. Виçĕ çултан, алла специальность илсен, тăван яла – Çĕрпеле таврăннă.
– Культура çуртĕнче ĕç вырăн тупăнмарĕ. Апла пулин те хулана кайма шутламарăм. Пĕр кунхине ялти уйрăм çыннăн лавккине кĕтĕм. Унăн хуçи Вячеслав мана курчĕ те сутуçăра ĕçлеме сĕнчĕ, условисемпе паллаштарчĕ. Эпĕ хирĕçлемерĕм, тепĕр кунхинех лавккара сутуçă ĕçне пикентĕм, – тет Н.Ванюшина.
Хĕр каçсерен килте ларман, культура çуртне тухнă, репетицисене хутшăннă. Лавкка хуçи Вячеслав Надеждăна килĕштерсе пăрахнă, юратнине пытарман. Хĕре те каччă кăмăла кайнă: ĕçченлĕхĕ, ырă кăмăлĕ тыткăнланă. 1996 çулта иккĕшĕ çемье çавăрнă.
Вăл лавккара вунпĕр çул ĕçленĕ. Мăшăрсем икĕ ачана кун çути парнеленĕ.
– Кайри Тукай клубĕнче ĕç тупăнсан унта вырнаçрăм. Çулталăкран Çĕрпелти культура çуртне куçрăм, художество пултарулăх ертÿçин тивĕçне пурнăçлама пуçларăм. Хальхи вăхăтра вара çак культура çурчĕн заведующийĕ шутланатăп, – пĕлтерчĕ Н.Ванюшина.
Вăл, ларма-тăма пĕлмен çивĕч хĕрарăм, «Янгорчей» фольклор ушкăна çĕнĕ вăркăш кĕртме пултарнă. Пултаруллă ертÿçĕ вĕрентсе-кăтартса пынипе çамрăксем те, ачасем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма сцена çине тухма тытăннă. Ушкăн репертуара пуянлатасах пынă. Концертсемпе çывăхри ялсене кайса килессине, уяв кунĕсенче савăнăçлă мероприятисем ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Пĕлтĕр акă Çĕрпел ялĕ 413 çул тултарнине анлăн паллă тунă. Культура çурчĕ çумĕнче «Сывлăх» клуб йĕркеленĕ. Унта çÿрекенсем – ватăсем. Вĕсем пĕрле пуçтарăнса вăхăта усăллă ирттереççĕ. Пĕлтĕр Надежда Николаевна Вăрнарти халăх театрĕпе пĕрле Иваново облаçĕнче Вичуга хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Провинцири театр тĕлпулăвĕсем» фестивале çитсе килнĕ. Унта вăл «Ялта» драмăри Йăскар ролĕшĕн «Чи лайăх хĕрарăм рольне вылякан» номинацире палăрнă.
– Халăхпа пĕрле чух чун уçăлать, вăй кĕрет. Шел пулин те, икĕ çул каялла упăшка, чире пула, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Ачасем халĕ хулара. Иккĕшĕ те техникумра вĕренеççĕ. Вĕсен тĕревне, пулăшăвне туйса тăратăп. Культура тытăмĕнчи ĕç те пуçа усма памасть, малалла талпăнма хистет, – мĕн калас тенине пытармарĕ Н.Ванюшина.
Вăл чăваш юрри-кĕвви çĕр çинчен ан çухалтăр, ĕмĕрлĕхе упранса юлтăр, тăван культура аталантăр тесе чунтан тăрăшать. Унра хăйĕнчен те чăвашлăх тапса тăрать.
Юрий КОРНИЛОВ.