21 января 2017 г.
Раççей спортсменĕсем художествăлла гимнастикăра пысăк çитĕнÿсем тунине кашниех пăхса савăнать пулĕ. Халĕ вăрнарсем те ку тĕсре хамăр ентешсем те чылай мала кайма пултарнине шанма пултараççĕ – районта иккĕмĕш çул ĕнтĕ «Ритм» спорт клубĕ ĕçлет.
Спортăн ку çĕнĕ тĕсне Вăрнар районĕнче пуçараканĕ – художествăлла гимнастикăн спорт клубĕн директорĕ Ирина Александровна Клибышева. Пĕчĕк «çăлтăрсене» ăсталăха хăнăхтараканĕ Полина Епифанова тренер. Занятисем «Рассвет» физкультурăпа спорт комплексĕнче эрнере икĕ хутчен икшер сехет пыраççĕ.
«Ритм» клуб пĕрремĕш çитĕнÿсемпе те мухтанма пултарать. Нумаях пулмасть Çĕмĕрлере художество гимнастики енĕпе районсем хушшинчи ăмăрту иртнĕ. Унта тăхăр команда хушшинче Вăрнар хĕрпĕрчийĕсем те çĕнтерÿ пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçнĕ.
Вăйлисен ушкăнĕнче пилĕк çулхисем хушшинче чемпионсем иккĕн: Дарья Сергеева тата Дарья Николаева. Ку ÿсĕмрех Катя Филиппова иккĕмĕш, Елизавета Игнатьева виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
2009 çулта çуралнисен ушкăнĕнче Тамара Смирнова 2-мĕш, 2010 çулта çуралнисен ушкăнĕнче Дария Волкова 1-мĕш, Екатерина Царева 2-мĕш пулнă.
Калас пулать, пĕчĕк чемпионсен çĕнтерĕвĕсенче ашшă-амăшĕн тÿпи калама çук пысăк. Кĕçĕнренех спортпа е ытти занятипе туслаштарни пурнăç тăршшĕпех хăйĕн çимĕçне парать. Гимнастикăсăр пуçне Дарья Сергеевапа Катя Филиппова акă ташă ушкăнне те çÿреççĕ.
Çакна та палăртмалла, «Ритм» спорт клубне çÿрекен хăш-пĕр хĕрпĕрчисене февраль пуçламăшĕнче Мускав облаçĕнче пулакан ăмăртăва та чĕннĕ.
Ăнтăлу пурри аван. Çулсем иртсен, тен, Вăрнар хĕрĕсене Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышĕнче те курăпăр.
Светлана ЧИКМЯКОВА.