21 января 2017 г.
«Çапла та пулать: çĕре – пĕр пĕрчĕ юлмиччен, çĕртен вара – пĕр пĕрчĕ те», – тенĕ халăхра. Мĕн тери тĕрĕс сăмахсем! Кунашкал лару-тăру миçе пахчаçăна тарăхтарман пуль: чунран, вăя тата хăвна шеллемесĕр тăрмашнă-çке пахчара. Шел те, кунта каламасăрах паллă – пахалăхсăр тавар çакланнă.
Россельхознадзорăн специалисчĕсем каланă тăрăх, ытларах чухне вăрлăха, тырра, çавăн пекех унран хатĕрленĕ продукцие тĕрĕс мар упрани вĕсен пахалăхне чакарать е юрăхсăра кăларать. Кунашкал тĕслĕхсене час-часах тупса палăртаççĕ инспекторсем тĕрĕслевсем вăхăтĕнче. Управсем техника тата санитари тĕлĕшĕнчен тивĕçтермеççĕ. Хăш-пĕр çĕрте управ алăкĕсем кивелнĕ, çил-çумăр лекесрен, кайăк-кĕшĕк кĕресрен хÿтĕлемеççĕ.
Патшалăхăн аслă инспекторĕ Светлана Ярусова каланă тăрăх, республикăри хуçалăхсенче тырă управĕсенче нÿрĕклĕхе тата температурăна, сăтăрçăсем пуррине, çавăн пекех тырă тĕсне тата шăршине тĕрĕслесе-сăнаса тăрас ĕçе йĕркелеменни тăтăшах тĕл пулать.
Пĕлтĕр Чăваш Республикинче Россельхознадзор специалисчĕсем 100 ытла пин тонна тырă тата унран хатĕрленĕ продукцие тĕрĕслев али витĕр кăларнă. Çав шутран 7 пин ытла тонна нормăна тивĕçтерменнине çирĕплетнĕ.
Инспекторсем асăннă тапхăрта тырă тата унран хатĕрленĕ продукцин хăрушсăрлăхне тата пахалăхне тĕрĕслес тĕллевпе 150-а яхăн контрольпе надзор мероприятийĕсем ирттернĕ, прокуратура йĕркеленĕ тĕрĕслевсене те хутшăннă. Пĕлтĕр тĕрĕслевсем ытларах Канаш, Патăрьел, Муркаш, Çĕрпÿ, Куславкка, Элĕк, Вăрмар, Шупашкар тата ытти районсенчи хуçалăхсенче, шкул-садиксенче, техникумсенче, больницăсенче, шкул-интернатсенче, коррекци шкулĕсенче,, чăх-чĕп фабрикисенче иртнĕ.
Ку енĕпе йĕркене пăснă 33 тĕслĕхе шута илнĕ. Çÿлерех асăннă çитменлĕхсемсĕр пуçне çаксене те асăнмасăр иртеймĕн. Калăпăр, муниципалитет учрежденийĕсем кĕрпесене вĕсен хăрушсăрлăхне тата пахалăхне çирĕплетекен документсăрах (декларация о соответствии, протокол испытаний, сертификат соответствия) туяннă тата упранă.
Краснодар крайĕнчен, Саратов облаçĕнчен тата хулинчен – кĕрпе, Самара тата Ульяновск облаçĕсенчен хĕвелçаврăнăш илсе килни пирки патшалăх надзорĕн органне пĕлтермен, çитменнине тата карантин çум курăкĕсенчен, хурт-кăпшанкăсенчен таса пулнине палăртмасăр сутнă.
Пуринчен ытла шухăшлаттараканни вара – шкул-садикри кĕрпере сиенлĕ хурт-кăпшанкă тупни. Пĕлтĕр те кун пек тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларнăччĕ. Кунашкал кĕрпесене хăрушшисен шутне кĕртеççĕ, вĕсенчен апат-çимĕç хатĕрлеме юрамасть. Саккун та тĕп тума хистет.
Палăртмалла, выльăх апачĕн пахалăхĕ те иккĕленÿ çуратмасăр пулман. Сăмахран, Шупашкар районĕнчи пĕр обществăран илнĕ комбикормра тата соя шротĕнче лаборатори тĕпчевĕсем «паллă мар» (регистрацилемен) ГМО (генетически модифицированный организм) тупса палăртнă. Çакнашкал продукци кăларнă предприятире 3 уйăх таранах лаборатори тĕпчевĕсем пулĕç, кун пек чухне 10 партирен анализ илмелле.
Вăрлăх пирки сăмах тапратнă май Патăрьел районĕнчи пасарта ирттернĕ рейд аса килет. Сухан севокне сутакан пĕр хĕрарăмран «Шăтаслăхне тĕрĕслеттернĕ-и?» – тесе ыйтрĕ инспектор. «Тĕрĕслесе-тĕрĕслесе, – хурав пулчĕ. – Хамах шывра шÿтертĕм, йĕркеллех...» Инспекторăн шăтаслăха вăрăсене анализ туса палăртни, ку ĕçе вара вăрлăх инспекцийĕсем, çавăн пекех аккредитаци илнĕ çынсем пурнăçлани пирки ăнлантарма тиврĕ.
Чăнах та, нумай чухне хуçалăхсем вăрлăх шăтаслăхне тĕрĕслеттермеççĕ, сортне палăртман вăрлăх акаççĕ. Селекци çитĕнĕвĕсен патшалăх реестрне кĕртмен сортсен вăрлăхĕсене сутнă тĕслĕхсем те – çине-çинех. Кайран çапла «çĕре – пĕр пĕрчĕ юлмиччен, çĕртен – пĕр пĕрчĕ те» пулса тухать те.
Тĕрĕслевсенче илнĕ 116 пробăна Россельхознадзорăн Хусанти лабораторийĕнче пахалăх тĕлĕшĕнчен тĕпченĕ те – унчченхи документсенчи даннăйсем лаборатори протоколĕсемпе килĕшсе тăмаççĕ иккен. Çапла майпа 35,6 тонна вăрлăх шанчăксăррисен шутне лекнĕ.
Надежда ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи ĕçченĕ.