18 января 2017 г.
Кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче – Кăшарни. Вăрнар районĕнче Кăшарни кунĕнче шыва кĕме сакăр вырăн уйăрнă. Ваксене Анаткас Хапăсри Тĕп урамри 3-мĕш çурт çывăхĕнче, Пăртасри Урожайнăй урамри 15-мĕш çурт çывăхĕнче, Отиккăвăра Ершепуç ял поселенийĕн администрацийĕ çывăхĕнче, Туçи Мăратри шкул çывăхĕнчи пĕвесенче, Мăн Элменти, Услапари, Санарпуçĕнчи çветтуй çăлкуçсенче тата Вурнаркăра касаççĕ.
Православи тĕнĕн канонĕсем тăрăх, çак кун Турра ĕненекенĕн чиркÿре çурта лартмалла, сăвапланă шыв тултарса илмелле. Кăшарнинче нумайăшĕ вакра шыва кĕме тăрăшать. Авалхи ĕненÿ тăрăх, Кăшарнинче шыв сăвапланать, вăл кирек мĕнле чир-чĕртен сыватать.
Анчах та çакна астумалла: ятарласа хатĕрленмен тата ÿт-пĕве пиçĕхтермен çынсен сивĕ вакра чăмпăлтатма тăхтамалла. Шыва кĕриччен тухтăрпа канашласан, сывлăха тĕрĕслеттерсен аван.
Хĕллехи сивĕре ачасене шыва кĕртмелле мар. Вĕсене хăвăртах тăм илет, шăнтса ярать. Ача-пăча ÿпке, пуç мими шыççипе е тĕп нерв системин урăх чир-чирĕпе аптрама пултарать.
Уявра савăнăçлă кăмăла пăсас темесен правилăсене пăхăнмалла.
Шыва ура ярса пусиччен шăм-шака çемĕçтермелле. Тумтире хывсан кукленмелле, сылтăмалла-сулахаялла тайăлмалла тата ытти хусканусем тумалла. Хăвăрт хывăнакан атă-пушмак тăхăнмалла.
Шыва кĕрсе кайиччен пусма çирĕплĕхне тĕрĕслемелле. Асăрханас тĕллевпе вакка хулăн вĕрен ямалла, унăн пĕр вĕçне çырантан çирĕплетмелле. Пуçпа чăмма юрамасть. Шыва мăй таран кĕрсе виçĕ хутчен чÿхенсе илмелле те тÿрех тухмалла.
Вакран тухсан тÿрех тĕклĕ алшăллипе шăлăнмалла, ăшă тумтир тăхăнмалла. Эрех-сăра мар, вĕри чей е кофе ĕçмелле.