Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улшăну кĕртнĕ

18 января 2017 г.

Граждансем ыйтнипе тĕрĕслевсем ирттерес законодательствăна улшăнусем кĕртнĕ. Çĕнĕлле ăнлантарнипе килĕшÿллĕн плана кĕртмен тĕрĕслевсене çакăн чухне ирттереççĕ% потребитель прависене пăссан, енчен те потребитель хăйĕн прависене хÿтĕлеме юрсăпатран, уйрăм предпринимательтен ыйтса çырнă, анчах ун ыйтăвне пăхса тухман е вăл ыйтнине тивĕçтермен пулсан.

Çапла потребителĕн хăйĕн прависене патшалăх надзорĕн органĕсем урлă хÿтĕлеме ыйтас тесен обязательнăй йĕркепе претензи йĕркине пăхăнмалла, унсăрăн ун ыйтăвне пăхса тухмĕç.

Потребительсен прависене пăснипе, документ проекчĕсемпе (претензисемпе, çăхав заявленийĕсемпе, çырусемпе, çăхавсемпе тата ыт.те) çыхăннă ыйтусемпе консультацие Чăваш Республикин Гигиенăпа эпидемиологи центрĕнче ыйтса пĕлме пулать. Телефонĕсем: 56-46-66, 56-29-01, адресĕ: Шупашкар хули, Ф.Гладков урамĕ, 17-мĕш çурт, 200 тата 202-мĕш пÿлĕмсем. Шăматкунпа вырсарникунсăр пуçне кирек хăш кун 10–12 тата 13–15 сехетсенче йышăнаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика