18 января 2017 г.
Чăрăшкас Хирлепри культура çуртĕнче Георгий Петров (Пайăр) композитора асăнса (пурнăçран уйрăлнăранпа пилĕк çул çитрĕ) Шуршăлти культура çуртĕнчи «Çутă çăл» ансамбль концерт кăтартрĕ.
Ертÿçи 50 çул музыкăпа тачă çыхăннă Алевтина Николаевна Петрова. Ансамбльте 15 артист. Вăл çулталăк çурă каялла анчах чăмăртаннă пулин те ăна нумай районта аван пĕлеççĕ. Тутарстан, Марий Эл Республикисенче те вĕсен репертуарĕпе хавхаланнă. Вĕсем – тĕрлĕ фестиваль-конкурс çĕнтерÿçисем.
Концерт курма килекенсен йышĕ те самаях пулчĕ. Кашни юрра, шÿте тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Чăрăшкас Хирлепри культура çурчĕн директорне Ольга Леонидовна Ефремована та çак каçшăн пысăк тав.
Родион АФАНАСЬЕВ.
Пайăк.