18 января 2017 г.
Росреестрăн Чăваш енри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçалтан куçман пурлăхăн кадастр хакне тепĕр хут пăхса тухма тăратнă документсен переченьне улшăнусем кĕртнĕ. Малашне тавлашу тухнă объект тĕлĕшпе заявлени çырнă чухне кадастр справки вырăнне ЕГРНран куçман пурлăх объекчĕн кадастр хакĕ пирки выписка тăратмалла. Унсăрăн ыйтса çырнине пăхса тухмаççĕ.
Кадастр справки пекех, кадастр хакĕ çинчен калакан выпискăна тÿлевсĕр параççĕ. Ăна МФЦ офисĕсем е Росреестрăн федераллă кадастр палатин Чăваш енри филиалĕнче ыйтса çырма пулать.
Выпискăра справкăринчен информаци туллинрех. Унта объектăн кадастр номерĕпе хакĕсĕр пуçне объект тĕсне, адресне, çĕнĕрен пăхса тухма заявление тăратнă датăна тата хак вăя кĕнĕ датăна та палăртнă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.