18 января 2017 г.
Чăваш Республикин 2016 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче йышăннă саккунĕпе килĕшÿллĕн 2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăрçă вăхăтĕнчи тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене, Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене, реабилитациленĕ тата политика репрессийĕсене пула шар курнă çынсене уйăхсерен тÿлекен укçа виçи ÿснĕ.
Тыл ĕçченĕсем уйăхсерен – 1044, ĕç ветеранĕсем тата Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсем – 1100, реабилитациленĕ граждансем – 2634, политика репрессийĕсене пула шар курнисем 2345 тенкĕ илме тытăнĕç.
Унсăр пуçне ĕç ветеранĕсене тата Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене страхлав пенсийĕ çирĕплетнĕ хыççăн – вĕсем малалла вăй хунине е ĕçлеме пăрахнине пăхмасăр – вырăнти телефон çыхăнăвĕпе усă курнăшăн тăкакăн 50 процентне укçапа саплаштараççĕ. Вĕсем ĕçленĕ чух çÿренĕ (çирĕплетнĕ) медицина организацийĕсенчех медпулăшу илме пултараççĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикинчи граждансене тÿлевсĕр пулăшу памалли патшалăх гарантийĕн программи шайĕнче черетсĕр медицина пулăшăвĕ илмелли право та упранса юлать.