18 января 2017 г.
Çул çинчи лăпкăлăха сыхласси – çивĕч ыйтусенчен пĕри. Анчах та тимсĕрлĕхе, нумай чухне водительсене пула, инкексем çырăнаççĕ.
Пĕлтĕр, акă, районта çул-йĕр инкекĕсен шучĕ ÿснĕ – 38 пулнă. Вĕсенче тăватă çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. 59-ăн тĕрлĕ сурансем илнĕ.
Çул-йĕр правилисене пăснă 2975 тĕслĕхе шута илнĕ (2015 çулта 2840 пулнă). Вăл шутра ÿсĕрле руль умне ларни – 130, хăвăртлăх режимне пăсни – 247, хăрушсăрлăх ременĕпе çыхăнманни 576 тĕслĕх пулнă. Çуран çÿрекенсем 34-ăн правилăсене пăснă.
Суда 367 ĕç ярса панă. Йĕркелĕхе, саккунлăха уяманнисене пĕлтĕр пĕтĕмĕшле 6013800 тенкĕлĕх штрафланă, 5090884 тенкине шыраса илнĕ.
ГИБДД уйрăмĕ Элĕк районĕнчи çулсем çинче те саккунлăха сыхланăран танлаштармалли пур. Вăрнарсем кÿршĕллĕ районта пурăнакансенчен «чăнкăрах» пуласшăн, ахăртнех. Çуран çÿрекенсене çул паманни 5,6 хут ытларах (28%5). Элĕксем хăвăртлăх режимне тивĕçлĕ пăхăнаççĕ – ку правилăна пăснă пĕр тĕслĕх те пулман. Эрех ĕçнĕ хыççăн руль умне ларса паттăрланакансем те нумай сахалтарах – 33 тата ыт. те.
Çул-йĕр инкекĕсене асăрхаттарас, вĕсен шутне чакарас тĕлĕшпе ГИБДД инспекторĕсем çулталăкĕпех тĕрлĕ профилактика рейчĕсем ирттереççĕ. Çамрăксен çул çинчи культурине ÿстерес тĕлĕшпе те. Пĕлтĕр акă республика акцине шкул ачисем икĕ хутчен хутшăнчĕç – Вăрнарти 2-мĕш тата Калининăри вăтам шкулсенче вĕренекенсем водительсем çулсем çине ÿсĕрле тухассине асăрхаттарса хăйсен аллипе памяткăсем çырчĕç, хăйсемех валеçрĕç.
Полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД инспекторĕсем пĕлтĕр çавăн пекех автомобиль çулĕсене тата урам-çул сечĕсене тĕрĕслесе вĕсене тытса тăрас йĕркене пăснипе должноçри çынсем тĕлĕшпе 65 предписани тăратнă. Юридици сăпатĕнчи çын тĕлĕшпе – 7 асăрхаттару.
Светлана ЧИКМЯКОВА.