14 января 2017 г.
Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев вырăнти хаçат ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланать çеç мар, вăл редакцин тăтăш хăни те. Хальхи тĕлпулу вара пушшех ăшшăн иртрĕ – Леонид Григорьевич коллектива Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕ ячĕпе саламларĕ.
Автономи учрежденийĕн коллективĕ профессилле уява лайăх кăтартусемпе кĕтсе илчĕ. Кун пирки район ертÿлĕхне хаçатăн тĕп редакторĕ Вячеслав Николаев каласа кăтартрĕ. 2016 çулхи финанспа хуçалăх ĕçĕн планне ирттерсе пурнăçланă (109,6%). Хаçат тиражне сыхласа хăварма пултарнă. 2017 çулта «Çĕнтерÿ çулĕ» улттăмĕш хут Пĕтĕм Раççейри «Прессăн ылтăн фончĕ» Палăрту паллине тивĕçнĕ. Журналистсемпе типографи ĕçченĕсене ведомствăн Хисеп хучĕсемпе чысланă, хаçатçăсем професси конкурсĕсенче палăрнă.
Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев редакци ĕçченĕсене кулленхи ырми-канми ĕçшĕн, хаçат страницисенче районта пулса иртекен пĕлтерĕшлĕ событисене вăхăтра çутатнăшăн, объективлă критикăшăн тав турĕ. «Вĕсем пирки районта пурăнакансем шăпах вырăнти прессăна пула пĕлеççĕ, район, ун çыннисен çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравсем тупаççĕ», – терĕ вăл.
Районта вара сахал мар кирлĕ ĕç пурнăçланă. Ку вăл – промышленноçри лайăх кăтартусем те. Лидерсен йышĕнче вăл «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалне палăртрĕ – çулталăка предприяти 37 процентлă производство ÿсĕмĕпе вĕçленĕ. Çавăн пекех района малалла туртаканĕсем – «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АО, «Чувашкабельмет» АХО.
Çитĕнÿсен шутĕнче çавăн пекех – вĕрентÿпе культура учрежденийĕсенчи пысăк юсавсем, ял хуçалăхĕнче пурнăçланакан инвестици проекчĕсем, нумай хваттерлĕ çуртсен строительстви, çурт-йĕр программисем ăнăçлă пурнăçа кĕни, бюджета пурнăçлани тата ытти те.
Паллах, çивĕч ыйтусем те çук мар. Район администрацийĕн пуçлăхне паян «Интех» тулли мар яваплă обществăпа çыхăннă лару-тăру хумхантарать. Район паян çутçанталăк газĕшĕн 18 млн тенкĕлĕх парăмра. «Управляющи компанийĕ хăйне панкурт тесе палăртрĕ, анчах çаплипех ĕçлерĕ. Çавна май çынсем пăлханăва кĕрсе ÿкрĕç, коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн тÿлемерĕç. Декабрьте уншăн 23 % пуçтарса çитереймерĕмĕр», – терĕ вăл.
Ытти ыйтусем те пур. Пĕлтерĕшлисенчен тепри – автомобиль çулĕсене юсасси. Иртнĕ çул ку енĕпе районта çав тери пысăк ĕç пурнăçланă, анчах та тĕплĕн юсав ыйтакан лаптăксем те пур-ха. Вĕсем – «Вăрнар – Мăн Явăш» автотрасса лаптăкĕ, Вăрнарти Ленин урамĕ.
Леонид Григорьевич ял тăрăхĕсенче пурнăçламалли ĕçсем пирки те чарăнса тăчĕ. Халăхпа влаç туслăн, пĕрлешсе ĕçленин ырă тĕслĕхне Шĕнер Ишек, Калинино, Уйкас Кипек ял тăрăхĕсен опычĕпе илсе кăтартрĕ.
Район ертÿлĕхĕ хаçат ĕçченĕсен ытти ыйтăвĕсене те хуравларĕ.
Тĕлпулу ырă самантпа вĕçленчĕ. Леонид Николаев редакцин икĕ ĕçченне – электронлă наборпа верстка операторне Марина Сергеевана тата Андрей Николаев делопроизводителе – Пичет кунĕ ячĕпе тата ĕçри пултарулăхшăн район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕ.
Леонид Григорьевич редакци коллективне малашне те ăнăçлă ĕçлесе пыма, çивĕч статьясем çырма, çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.