14 января 2017 г.
2017 çултан пуçласа патшалăх тата муниципалитет служащийĕсен пенси çулĕ ÿсет: хĕрарăмсен – 63, арçынсен – 65 çулччен.
Кăçалхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен страхлав пенсине индексацилеççĕ. РФ Пенси фончĕ палăртнă тăрăх – вăл 5,8 процент ÿсĕ. Анчах çакă ĕçлемен пенсионерсене çеç пырса тивет.
Кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа вара пĕтĕм пенсионер 5-шер пин тенкĕ укçа (пĕр хутчен) илет. Ăна пенсипе пĕрле параççĕ. Çак пулăшăва Раççейре пурăнакансем çеç тивĕçеççĕ.
,çлекен пенсионерсемшĕн те ырă хыпар пур – çурла уйăхĕнче вĕсен пенсине çĕнĕрен шутлĕç. Вăл нумайран та 3 балл е 235 тенкĕ чухлĕ ÿсĕ.
Кăçал çĕршыври пенсионерсен шутне 600 пин çын хушăнĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле йышĕ 43,9 миллиона çитĕ.
2017 çулта Раççейре автомобиль хакĕ палăрмаллах ÿсĕ. Экспертсем палăртнă тăрăх – ытларах ют çĕршывра кăларнисем хакланĕç. Çавна май туянакансен шучĕ те чакĕ.
2017 çулхи утă уйăхĕнчен ĕç укçин чи пĕчĕк виçи 7500 тенкĕрен 7800 тенкĕ таран пысăкланĕ.
Ял хуçалăхĕнче 30 çулран кая мар ĕçленĕ çынсене федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн пенси çумне 25 процент хушса тÿлесси кăçал та тивĕçмест. Мĕншĕн тесен ăна 2020 çулччен «шăнтса хунă».
12 çула çитичченхи ачасене автомобильпе илсе çÿрес тĕлĕшпе çул-йĕр правилисене улшăну кĕртнĕ май кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕ йĕрке вăя кĕрет. 7 çула çитичченхи шăпăрлансене салонра пĕр минута та пĕччен хăварма юрамасть, 500 тенкĕ штрафлаççĕ.
Çĕнĕ çултан 7 çултан аслăрах ачасене çăмăл машинăн хыçалти ларкăчĕнче автокреслосăрах илсе çÿреме юрать. Анчах та 12 çула çитичченхи ачасене малти ларкăчра илсе çÿренĕ чухне ача-пăча кресли пулмаллах.
2017 çулта сăра-эрех, табак, эмел, топливо, транспорт çăмăллăхĕсем, коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсем ÿсеççĕ. Сăмахран, сăра-эрех, табак хакĕ 20–45 процент хăпарĕ.
Амăшĕн капиталне 2017 çулта та индексацилемеççĕ (2020 çулчченех). Унăн виçи кăçал 453026 тенкĕпе танлашать. Ăна юлашки хут 2015 çулта индексациленĕ. Ун чухне сертификат хакĕ 429 пин тенкĕрен 453 пин тенкĕ таран ÿснĕ. Пĕлме: 2007 çулта унăн виçи 250 пин тенкĕ пулнă.