14 января 2017 г.
Ĕнер «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат ĕçченĕсене «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн социаллă тивĕçтерÿсен управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Захаров тата пресс-служба ĕçченĕ Людмила Иванова саламларĕç.
Евгений Анатольевич заводăн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Паян кунта 880 çын вăй хурать. Иртнĕ уйăхра кăна 130 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Ĕç условийĕсем ăмсанмалла.
Завод поселок аталанăвне сумлă тÿпе хывать – вăл парнеленĕ социаллă объектсем пĕтĕм ăрăва савăнăç кÿреççĕ. Иртнĕ çул Вăрнар поселокне 120 çулхи юбилей ячĕпе парнеленĕ «Август» культурăпа кану паркĕн проектне кампани ирттернĕ конкурсра чи лайăххи тесе палăртнă.
Евгений Захаров заводăн Вăрнара хăтлăх кĕртмелли проектсем тата та хатĕррине пĕлтерчĕ.
Тĕрĕссипе, поселок шăпишĕн вăл хытах пăшăрханать. Вăл халăха культурăллăрах, тирпейлĕрех, хисеплĕрех курасшăн, хăйсен ырлăхĕшĕн çĕкленĕ объектсене упрама хăнăхтарасшăн.
Евгений Захаров та, Людмила Иванова та хаçатçăсене пĕрлешсе ĕçленĕшĕн тав турĕç, çивĕчрех те çивĕчрех ыйтусем çĕклеме, профессире çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕç.